10 октября 2008 г.
Упи тăрăхĕнчи хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ.
Тусайсем икĕ агрегатпа хĕрсех çĕртме сухи çĕклеççĕ. Кунта Анатолий Афанасьев ĕç ветеранĕн хастарлăхне палăртмалла.
“Янмурзино” ял хуçалăх производство кооперативĕнче “иккĕмĕш çăкăра” сортласа клиентсем патне тиесе яраççĕ. Куллен çапла 2—3 машина ăсанать. Октябрĕн 8-мĕшĕнче, тĕслĕхрен, кунта 100-е яхăн çын Упири йĕтем çинче тата сĕт-çу фермин айккинчи лапамра çĕр улми суйлатчĕç. Хуçалăхăн тĕп агрономĕ З. Тимофеева пĕлтернĕ тăрăх, вĕсене тÿлевсĕр апат çитереççĕ, ĕçленĕшĕн кунсерен 300-шер тенкĕ укçа тÿлеççĕ. Ĕç укçине эрнере пĕр хут параççĕ. Асăннă условисемпе ĕçченсем (вĕсем кунта райцентрпа Хĕлеçрен, Упипе Тури тата Анат Кушартан, Тусайран тата ытти ялсенчен килеççĕ — автор), кăмăллă. Эпир ку хуçалăхра пулнă кун тĕрлĕ çĕрте сортламан 4 пин тонна çĕр улми пур, тесе пĕлтерчĕç. Кăлармалли тата темиçе гектар юлнă иккен. “Иккĕмĕш çăкăр” пухса кĕртмелли комбайнсене ирхи 8 сехет çурăран пуçласа тепĕр çур çĕр иртни пĕр сехетчен ĕçлеттереççĕ-мĕн. Пĕр сăмахпа каласан, ĕç вĕресе кăна тăрать.
Çĕр улми кăларса пухнипе пĕрлех янмурçинсем çитес çулхи тухăç çинчен те манмаççĕ. Кĕрхи тулă 250 гектар акса хăварнă, вăл Пайсупинри хура пусă пулнă уйра питĕ парка ÿсетчĕ, пăхма илемлĕ. Ял çăвин кăнтăр пуçĕнче 6 трактор, çав шутра икĕ ДТ-75М, виçĕ МТЗ тата тепĕр Т-150К, хĕрсех çĕртме сухи çĕклетчĕç. Асăннă ĕçе ку хуçалăхра 600 ытла гектар çинче пурнăçласшăн, октябрĕн 8-мĕшĕнче çак кăтарту 450 гектарпа танлашнă,терĕç. Мĕн пур тракторсене механизаторсемпе комплектласа çитернĕ, тепĕр 2 кунран каçалăка 9 трактор тăмаллах тесе шантарчĕç.
Тулли мар яваплă “Пинер” хуçалăхра, акă, икĕ трактор сухалатчĕ. “Бахчара” та суха ĕçĕсем пыраççĕ, çĕр улмине клиентсем патне ăсатаççĕ.