10 октября 2008 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн кăçалхи март уйăхĕнчи йышăнăвне пурнăçласа, районта Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравне хатĕрленес ĕçсем пыраççĕ.
Район пуçлăхĕ, çавăн пекех ял тăрăхĕсен ертÿçисем кун евĕр постановленисем кăларнă, комиссисем йĕркеленĕ, вĕсенче кăçалхи ĕç планне çирĕплетнĕ, комисси членĕсем хушшинчи тивĕçсене валеçнĕ.
Паян мĕн пур ял тăрăхĕсенче ялсенчи адрес хуçалăхне тĕрĕслесе йĕркене кĕртес тĕлĕшпе ĕçсем пыраççĕ. Кăçалхи сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне районти 89 ялтан 69-шне (77 процент) тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 50-шĕнче (тĕрĕсленин 72 проценчĕ) адрес хуçалăхĕнче палăртнă çитменлĕхсенчен хăтăлмалла. Пикшик (33 процент), Еншик Чуллă (36), Чатукасси (50) ял тăрăхĕсенче тĕрĕслÿ питĕ вăраххăн пырать.
Хальлĕхе районĕпе 5799 çурта (79 процент) тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 3465-шĕнче (60 процент) нимĕнле кăлтăксем те палăртман. Номер паллисем 902 çурт çинче (15 процент) çук, 1298-шĕнче вара кивĕ, тутăхнă, курăнман номер паллисем. 64 çурт çинче (1 процент) урамсен ячĕсем çук, 93-шĕнче (2) вĕсем вуçех тутăхнă.
Тĕрĕсленĕ çуртсенчен 289-шĕнче (5 процент) çеç палăртнă кăлтăксене пĕтернĕ. Алманч (66 процент), Упи (92) ял тăрăхĕсенчи ялсенче тĕрĕсленĕ çуртсен пысăк пайĕнче адрес хуçалăхĕнче кăлтăксем тупса палăртнă.
Алманч, Мăн Шетмĕ, Упи ял тăрăхĕсенчи ялсенчи мĕн пур урамсене тĕрĕсленĕ. Карай (29 процент), Еншик Чуллă (31) тата Пикшик (42) ял тăрăхĕсенче çуртсене тĕрĕслесси вăрах пырать.
Çывхаракан Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравне хатĕрленес çĕрте шалти ĕçсен пайĕн тата миграци службин ĕçченĕсен халăх пурăнакан вырăнсенче çынсене регистрацилес тата учетран кăларас ĕçсене тĕрĕслессишĕн яваплă пулмалла. Хальлĕхе ĕç çыннисен 45 процентне тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслÿсенче ял тăрăхĕсенчи хуçалăх кĕнекисене çырăнмалли е шутран кăлармалли çынсене тупса палăртман.
Çак питех те яваплă ĕçе хатĕрленсе ирттернĕ çĕрте çынсем хушшинче информаципе ăнлантару ĕçне йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку таранччен пирĕн специалистсем асăннă темăпа район шайĕнчи канашлусенче икĕ хут тухса калаçнă, райхаçатра виçĕ материал пичетленĕ, ял тăрăхĕсенче Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравĕ çинчен калакан материалсемлĕ 15 стенд хатĕрленĕ. Райадминистрацин сайчĕ çинче “Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравĕ” ятлă баннер йĕркеленĕ, комисси ларăвĕсене чылай ирттернĕ.