10 октября 2008 г.
“Çамрăксем — сывă пурнăç йĕркишĕн” акци шучĕпе районти салтак çулне çитмен çамрăксен спартакиади иртрĕ.
Унта 8 команда спортсменĕсем строй хатĕрленĕвĕпе полиатлон тата çар хатĕрленĕвĕ енĕпе эстафетăра вăй виçрĕç.
АК-74М автомата салатса пухассипе Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулти Павел Даниловпа Виктор Васильев (Мăн Шетмĕ) чи лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Полиатлонра, 3000 метра 9 минут та 47 çеккунтра чупса тухса, Данил Данилов (Пикшик), 100 метрлинче 12,60 çеккунт вăхăт кăтартса, Дмитрий Сергеев (Мăн Шетмĕ), пневматика винтовкинчен тĕл перессипе — Владимир Григорьев (18 очко), граната ывăтассипе Дмитрий Петров (40 м) (иккĕшĕ те Трак гимназийĕ) мала тухрĕç.
Строй хатĕрленĕвĕнче Трак гимназийĕнче вĕренекен çамрăксем палăрчĕç, çар хатĕрленĕвĕн эстафетине мăншетмĕсем чи малтан вĕçлерĕç.
Район спартакиадинче палăрнисем октябрĕн 10—11-мĕшĕсенче Канашра иртекен республикăри ăмăртура Трак ен чысне хÿтĕлĕç.