10 октября 2008 г.
Çынна çын хисеплеменни сисĕнет. Хăшĕ-пĕри харпăр хăйшĕн çеç тăрăшать. Акă пĕрисем килти выльăхĕсене ирĕккĕн çÿретсе хуçалăхăн, уйрăм çыннăн уйĕсене çĕмĕрттерсе çÿреççĕ, ара, унăн мар та-ха вăл. Ăна хăйĕн выльăхĕн хырăмне тăрантарса пултăр. Ку чи малтанах кушкăсемпе тăватпÿртсене пырса тивет. Вĕсен ĕни-пăрушĕсемпе сурăхĕсем “Красное Сормово” хуçалăхпа Андрей Николаев уйрăм предпринимателĕн уйĕсенчи калчана шăтнă-шăтман таптаса пĕтереççĕ. Кун пирки темиçе канашлура та калаçнă ĕнтĕ. Октябрĕн 7-мĕшĕнче ятарлă комисси членĕсем, ку йыша районти шалти ĕçсен пайĕн участокри уполномоченнăйĕ А. Головин, ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕсем В. Васильевпа В. Чаховский тата çак йĕркесене çыраканĕ кĕчĕç, Тăватпÿрт уйĕсене çитсе курчĕç.
Чăн та, ыраш калчине, вăл хитре хăпарать, шăтнă-шăтман тенĕ пек выльăхсем — ĕнесемпе сурăхсем — самаях таптанă, çинĕ. Йĕрĕсем тахçанхисем мар. Ку яла çитсе Леонид Игнатьевпа, унăн килĕнче мăйракаллă 6 шултра выльăх, Иван Трофимов мăшăрĕпе тата ыттисемпе калаçрăмăр. Малтанах вĕсем хăйсен выльăхĕсене вĕренлени çинчен пĕлтерчĕç. Çапах та юлашкинчен хăш чух ĕни-пăрушĕсем уйра ирĕклĕ çÿренĕ тĕслĕх вырăн тупнине йышăнчĕç, урăх ун пек пулмĕ тесе шантарчĕç. Çитменнине И. Трофимовăн икĕ пăрушĕ октябрĕн 6-мĕшĕнче киле килмен-мĕн. “Кĕçĕр çĕрĕпе куç хупман, халь те тупаймарăм. Ăçта çÿреççĕ-ши?… Эсир тытса кайман пулĕ, мĕн чухлĕ тÿлемелле?”, йăлăннă пекех ыйтрĕ ватă хĕрарăм. “Хальлĕхе тытман, малашне ярсан хăваласа каятпăр”, тесе çирĕппĕн асăрхаттарса хăварчĕç ăна килнисем. Кунпа пĕрлех пĕр-пĕрне ăнланса пурăнма, кирлĕ чух улăм парса пулăшма шантарчĕç. Ăнланчĕç пулсан, тем пекехчĕ.