АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техникăна, çынсене хаклама пĕлмелле

10 октября 2008 г.

 

Тыр-пул, çĕр улми пухса кĕртесси вĕçленнĕ май, пĕтĕмĕшле илсен, техника ĕçрен пушанчĕ. Халĕ ăна ГОСТ ыйтнă пек нумай вăхăтлăх управа лартмалла, çапла çеç эпир унăн ĕмĕрне кăшт тăсма пултаратпăр. Октябрĕн 6-мĕшĕнче район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕн пÿлĕмĕнче çак ыйтупа инженерсемпе ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалистсен канашлăвĕ иртрĕ.

Асăннă пайăн инженери ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ Виталий Чаховский пухăннисене уй-хир ĕçĕсен малтанхи кăтартăвĕсемпе тата ял хуçалăх техникине хĕле вырнаçтарса лартас тĕлĕшпе тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Виталий Петрович ял хуçалăх техникине хĕл каçма вырнаçтарса лартнипе пĕрлех ăна план тăрăх юсаса йĕркене кĕртмелли, кун валли механизаторсене вăй хума тивĕçлĕ ĕç условийĕсем туса памалли пирки асилтерчĕ. Ку тĕлĕшпе “Красное Сормовона” ырă тĕслĕх вырăнне илсе кăтартрĕ. “Яманаксем кăçал мĕн пур ĕçсене вăхăтра туса ирттерчĕç. Мĕншĕн тесен вĕсем техникăна планпа килĕшÿллĕн юсаса пычĕç. Механизаторсене тухăçлă вăй хума лайăх условисем туса панă. Мастерскойĕнче ăшă”, — палăртрĕ В. Чаховский хăй сăмахĕнче. Вăл кунпа пĕрлех вырăнсенче кивĕ техникăна çĕнетсе пырас енĕпе кăçал “Красное Сормовопа” “Таябинка” пĕрлешÿсем тата “Янмурзино” хуçалăх лайăх ĕçлени пирки каларĕ. Янмурçинсем анчахрах Т-150К тата “Беларус 1025” урапаллă тракторсем туяннă.

Патшалăх технадзорĕн районти инспекцийĕн начальникĕ Юрий Агатьев ял хуçалăх техникине нумай вăхăтлăх управа лартас тĕлĕшпе иртекен смотр-конкурс положенийĕпе паллаштарчĕ. Юрий Витальевич çак питех те кирлĕ ĕçе хакламаннисем пирки протокол çырса миравай судьясем патне тăратасси пирки асилтерчĕ. Кунта вара пуçран шăлмаççĕ, 1 пин тенкĕрен пуçласа 2,5 пин таран штраф хума пултараççĕ, хуçалăх пирки çырсан айăплав вунă хут ытла ÿсет, тесе ăнлантарчĕ.

Район администрацийĕн халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайĕн ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен аслă специалисчĕ Владислав Егоров техникăна уйран илсе кĕнĕ, ăна нумай вăхăтлăха управа лартнă чух ĕç сыхлавĕ ыйтнисене тĕпе хурса вăй хумаллине палăртрĕ. Хальлĕхе хăш-пĕр çĕрте асăннă ыйтупа ĕçлекен специалистсем тивĕçмеççĕ-мĕн. Акă, тĕслĕхрен, “Гигантпа” “Караево” хуçалăхсенче тата “Таябинка” пĕрлешÿре вĕсем çук. Çавăнпа та Владислав Александрович çывăх вăхăтрах вĕсенче ку специалистсене тупса лартма сĕнчĕ.

Андрей Замков инженер (“Красное Сормово”) заводсем тăратакан техника чылай чухне пысăк кăлтăксемпе килнине (кăçал ку вĕсен “Полесье” комбайнпа, сеялкăпа пулнă) асăнчĕ, завода районтан рекламаци çырса яма сĕнчĕ.

Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Юрий Петров, канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, инженерсемпе специалистсене, хуçалăхсен ертÿçисене пĕр-пĕрне хисеплеме (асăннă мероприяти октябрĕн 3-мĕшĕнче иртмеллеччĕ, анчах ун чухне 3—4 хуçалăхран çеç пынипе канашлăва тепĕр куна куçарчĕç. Хальхинче те хăш-пĕр яваплă çынсем яваплăха çирĕп туйни сисĕнмерĕ, палăртнă вăхăтран кая юлса çитрĕç. Ку, паллах, килĕшÿллех мар — В. Е.) ыйтрĕ тата смотр-конкурспа тĕрĕслев вăхăтĕнчи çитменлĕхсемшĕн çирĕпрех ыйтмалли çинчен асилтерчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика