АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлашки кĕрешÿ

10 октября 2008 г.

 

Октябрĕн 6-мĕшĕнче “Янмурзино” ял хуçалăх производство кооперативĕнче юлашки гектарсем çинчен “иккĕмĕш çăкăра” (сăмах май кунта асăннă культурăна 150 гектар лартса çитĕнтернĕ) алла илессишĕн кĕрешÿ пыратчĕ. Олег Васильевпа Леонид Спиридонов тытса пыракан çĕр улми кăларамалли комбайнсем кал-кал ĕçлеççĕ. Вĕсем патĕнчен Геннадий Николаевпа Анатолий Назаров водительсем автомашинăсемпе çĕр улмине пĕр тикĕс турттарса тăраççĕ.

— Çанталăкĕ уяр та çĕр улми таса тухать. Кунта тухăçĕ улăхринчен пĕчĕкрех, çапах та япăх теме май çук, — калаçăва хутшăнчĕ “Янмурзино” хуçалăхри опытлă водительсенчен пĕри Г. Николаев. 34 çул ытла вăл руль умне ларни. Çав шутран хальхи ГАЗ-53 автомобиле 28 çул çÿретет. — Кунсерен 16-шар рейс тума ĕлкĕретпĕр. Ыран кăларса пĕтеретпĕрех ĕнтĕ...

Акă О. Васильев тракторист бункер тулни çинчен пĕлтерчĕ. Кĕç Л. Спиридонов тытса пыракан агрегат та чарăнчĕ. Г. Николаев, унтан А. Назаров водительсем пĕрин хыççăн тепри хăйсен автомашинисене бункерсем айне пырса лартрĕç. Унччен те пулмарĕ кузовсем çине çĕр улми тăкăнма та пуçларĕ, кĕç вĕсем тулса та ларчĕç. Комбайнсем çĕр улмине пушатрĕç те малалла васкарĕç. Лайăх çанталăкăн кашни минучĕпе туллин усă курса юлас теççĕ мар-и вĕсен хуçисем. Çапла, паян вăхăта хакламалла. Мĕншĕн тесен ĕнер виçĕ хĕвел тухнăччĕ, апла пулсан çанталăк каллех пăсăлать. Унччен çĕр улмине пухса кĕртессине вĕçлемелле.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика