АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыр-пул — пÿлмере

10 октября 2008 г.

 

“Караево” ял хуçалăх производство кооперативĕнче уй-хир ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ.

Тĕш тырăсемпе “иккĕмĕш çăкăра” пухса кĕртнĕ. Вырмара Михаилпа Сергей (ашшĕпе ывăлĕ) Петровсем хастар пулчĕç. Хăйсене çирĕплетсе панă “Дон-1500Б” комбайн бункерĕнчен ку экипаж 10500 центнер çĕнĕ тырă пачĕ. Вĕсем вырса çапнă тыр-пула Николай Федотов водитель ГАЗ-53 автомашинăпа пĕр тикĕс турттарса тăчĕ.

Комбайнерсем “уй-хир карапĕсене” тасатса хĕл каçма тĕревсем çине вырнаçтарса лартнă.

Хуçалăх ĕçченĕсем халĕ çĕр улмине палăртнă çĕре тиесе ăсатаççĕ. Механизаторсем, çитес çулхи тыр-пул тухăçĕшĕн тăрăшса, кĕрхи çĕртме тума кÿлĕннĕ. Паянхи кун уйра тăватă суха агрегачĕ ĕçлет. Яков Костинпа Сергей Иванов, Сергей Степановпа Валерий Ильин — ДТ-75М, Олег Ивановпа Николай Федотов “Беларус 1221” тракторсене тухăçлă ĕçлеттерессишĕн çине тăраççĕ. Ку таранччен 800 гектар сухаланă, сухаламалли тата 200 гектара яхăн юлнă.

Хуçалăх ĕçченсене август уйăхĕшĕн ĕç укçи панă. Тыр-пула тăкаксăр пухса кĕртессишĕн ырми-канми вăй хунă Михаил Петров комбайнер 22 пин тенкĕ алла илчĕ. Унăн пулăшуçин Сергей Петровăн тата тырă турттарнă Николай Федотов водителĕн ку хисеп пĕчĕк мар. Çапла пулмалла та, ĕçлекен вăл тивĕçлипех илтĕр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика