10 октября 2008 г.
Ку сăн ÿкерчĕкре эсир Красноармейскинчи Леонид Антонов сад ăстине куратăр.
Чылай çулсем вăл çынсене тĕрлĕ улма-çырла йывăççисемпе тивĕçтерет. Çав шутра улмуççисемпе грушăсем, япони айви, сад катăркасĕ тата ытти те пур. Вĕсене Леонид Илларионович килĕнчи питомникре вăрăран акса çитĕнтерет. Паллах, ку ĕçлемесĕр пулмасть, уншăн пайтах тимлемелле, ÿркенмелле мар тата вăхăтне те тупмалла.
Л. Антонов, хăй каланă тăрăх, йывăç ÿстерес ĕçе Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрсен кÿлĕннĕ.
–Çулленех 50—100 улмуççи çитĕнтереттĕм. Хамăртан инçех мар пурăнакан Марье акайăн улма-çырла йывăççисем пачах çукчĕ те ăна 5 улмуççи илсе кайса лартса патăм, унтан хамăр тăвана — Миша Варфоломеева… — çав вăхăта каялла тавăрса, аса илет паян Леонид Илларионович.
Халĕ йывăç-тĕмсем лартмалли уйăхлăх пынă май, вăл кулленех улмуççисемпе грушăсем, вĕсем темиçешер сорт та пур, япони айви, сад катăркасĕ сутма илсе тухать. Хакĕсем те унăн ытти çынсен пек çыртмаççĕ. Кашни килте тенĕ пекех сад ÿстерччĕр, çапла майпа Трак енре улма-çырла çитĕнтерекенсем ытларах пулччăр тет вăл, çавăнпа вĕсене йÿнĕ хакпах парса ярать.
— Сад катăркасне вăрăран ÿстерме хĕн. Вăл темшĕн шăтасшăн мар. Çапах та шăтаркаларăм эпĕ. Халĕ, авă, сутлăх пĕр 150 калча пур манăн. Ăна тислĕк шывĕпе шăварсан лайăх аталанса каять тата хăй, — ĕç вăрттăнлăхне çынсенчен пытармасть Л. Антонов агроном.