10 октября 2008 г.
Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче çул çитмен çамрăксен ĕç бригадисен республикăри фестивалĕ пулчĕ.
Унта кашни районтанах пĕрер çĕнтерÿçĕ-команда хутшăнчĕ. Пирĕн район чысне “Упири вăтам шкул” муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕнчи “Муравейник” бригада хÿтĕлерĕ. Ун йышĕнче 10-мĕш класри В. Борисовпа Д. Николаев, 9-мĕшĕнчи Е. Николаевапа Л. Кузьмина, 8-мĕшĕнчи А. Петров, Н. Никитина, М. Якимова, А. Васильева, Н. Архипова (ертÿçи — директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ С. В. Петрова) пулчĕç.
Фестивальте кăçалхи çуллахи ĕç компанийĕ çинчен каласа паракан материалсен выставки ĕçлерĕ. Хăнасем саламларĕç. Ачасемшĕн чи интересли 25 станци витĕр тухни пулчĕ: “Тĕнчери халăх ташшисем”, “Труба”, “Хăвăрт калаçни”, “Утрав”, “Кащей шурлăхĕ” тата ыттисем. Кашни станцирех командăсем 10-шар балл пухма пултарчĕç. Пирĕн команда” Слияние” ташă кăтартрĕ. “Муравейник” бригада “Чи лайăх учреждени — çул çитменнисен ĕç бригади йĕркелÿçи” номинацире 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, грамотăпа вентилятора тивĕçрĕ. Саламлатпăр!
Хушса калани. Ку бригада Тусаялла каякан çул хĕррипе 4986 тĕп йывăç лартса хăварнă, “Йывăç кунĕ-2008” республикăри конкурсăн çур куннехи акцийĕнче 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Ĕç десанчĕ кунпа пĕрлех 1600 килограмм тимĕр-тăмăр, 678 килограмм кивĕ хут, 185 килограмм эмел курăкĕ пухнă. Тимуровецсен юхăмне хутшăнса, ĕçпе вăрçă ветеранĕсене тĕрлĕ ĕç туса пулăшнă. “Таса шыв” операцие хутшăнса вара çăл куçсемпе пĕвесене çÿп-çапран тасатнă. Бригадăн ăслăлăхпа практика ĕçĕ-хĕлĕнче те, культурăллă-массăллă ĕçре те ÿсĕмсем сахал мар. Акă, В. Борисов “Упи ял тăрăхĕнчи чи нумай çул пурăнакансем”, М. Якимова “Упи ял тăрăхĕнчи псевдонимсем” ĕçĕсемпе республикăра виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Экологи бригадин членĕсем çавăн пекех хăйсем çырнă сăвăсен конкурсне, тĕрлĕ темăсемпе викторинăсем йĕркеленĕ. Вĕсене çитĕнÿсем тума пĕтĕм ĕçе ятарлă план тăрăх йĕркелесе пыни те пысăк пулăшу кÿрет. “Муравейник” бригада членĕсен ырă ĕçне Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Я. Григорьев та лайăх хак парать, тав тăвать, сумлăрах ÿсĕмсем сунать.