10 октября 2008 г.
Октябрĕн 3-мĕшĕнче Красноармейскинчи иккĕмĕш вăтам шкула уçнăранпа 20 çул çитнине савăнăçлăн паллă турĕç.
Шкула уяв сăнĕ çапнă. Тĕрлĕ тĕслĕ ялавсем вĕлкĕшеççĕ. Шкулăн актовăй залĕ вĕренекенсемпе, учительсемпе, педагог-ветерансемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе, чĕннĕ хăнасемпе тулнă.
Уява вĕренекенсем уçаççĕ. Вĕсем тăван шкул çинчен сăвăсем калаççĕ, юрăсем юрлаççĕ, педагогсене çывхаракан Учительсен кунĕ ячĕпе саламлаççĕ.
Шкул директорĕ И. Кускова сăмах илет, пухăннисене шкул историйĕпе паллаштарать. Шкула 1988 çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕнче уçнă. Çак тапхăрта унăн тилхепине Г. Андреева, Н. Ефимова, С. Гаврилова ертсе пынă. Халĕ шкулта 395 ача вĕренет. Вĕрентÿ учрежденийĕн маттур та пултаруллă коллективĕнче паян 33 учитель тăрăшать, вĕсенчен 14-шĕ аслă категориллĕ, 11-шĕн — пĕрремĕш, 8-шĕн квалификациллĕ иккĕмĕш категори. Пĕр педагог “ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ”, 9-шĕ “РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ”, иккĕшĕ “РФ халăха вĕрентес ĕçĕн отличникĕ” ятсене тивĕçнĕ. Юлашки çулсенче шкулăн çитĕнĕвĕсем чăнахах сумлă. Вăл иртнĕ çул РФ Президенчĕн 1 миллион тенкĕлĕх грантне илнĕ, кăçал вара инноваци программисене активлă ĕçе кĕртнĕшĕн диплома тивĕçнĕ. Халĕ райцентрти иккĕмĕш вăтам шкул тĕрлĕрен экспериментсене хутшăнать. Вĕсен шутĕнче: акăлчан чĕлхине, вуннăмĕш класра наципе регион компоненчĕсене тарăннăн вĕрентесси, ачасен профиль ĕçне тата профиль умĕнхи хатĕрленĕвне йĕркелесси, пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн содержанийĕпе тытăмне улăштарасси тата ытти те.
Уява пухăннисем асăннă шкул директорĕнче чылай çул ĕçленĕ Г. Андрееван сăмахне питĕ тимлĕн итлерĕç. Ганна Петровна хăй ĕçленĕ çулсенчи асра юлнă кашни саманта аса илме тăрăшрĕ. Вăл шкул коллективне унăн историне çырса пыма “Шкул мухтавĕ” ятлă пысăк альбом парнелерĕ.
— Район центрĕнче иккĕмĕш вăтам шкул уçăлни пĕлтерĕшлĕ событи пулса юлчĕ. Вăл икĕ коллектив хушшинче хăйне май ăмăрту йĕркелеме май пачĕ, — терĕ район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н. Антонов. — Вăхăт малаллах шăвать, паян коллектива çĕнĕ çынсем ертсе пыраççĕ. Вĕсем ĕлĕкхи ырă йăласене малалла тăсса пыни пире савăнтарать. Николай Илларионович асăннă уяв ячĕпе район пуçлăхĕ шкул коллективне янă Тав çырăвне вуласа пачĕ, физкультурăпа спорт ĕçне аталантарнă çĕре яма 400 пин тенкĕлĕх ытла свидетельство пачĕ. Вĕрентÿре тăрăшакансен профсоюзсен районти организацийĕн председателĕ Г. Николаева та çак уяв ячĕпе ăшшăн саламласа шкул директорне И. Кускована пысăк парне тыттарчĕ. Уява ертсе пыракансем районти ача-пăча библиотекин, Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн коллективĕсем уяв ячĕпе янă саламлă телеграммăсене вуласа пачĕç.
Сцена çине ку шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă педагогсене чĕнеççĕ. 11-ĕн вĕсем. Вĕсен ячĕпе кунта вăй хунă ветеран-педагог, халĕ вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисен районти канашне ертсе пыракан Л. Григорьев ăшă сăмах каларĕ, чей сервизĕ парнелерĕ.
Ватăсем шкул дирекцийĕпе профсоюз комитечĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.
Çирĕм çул хушшинче ку шкултан 934-ăн вĕренсе тухнă, 22-шĕ — ылтăн, 57-шĕ кĕмĕл медальсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Сцена çине пĕрремĕш кăларăма ылтăн медальпе вĕçленĕ Э. Антонова (районти ЗАГС пайĕн ĕçченĕ) тата А. Шестаков (Çĕрпÿри 4437 №-лĕ ОСБăн 4437Ĕ040 №-лĕ хушма офисĕн ертÿçи) тухаççĕ. Вĕсем иртнĕ вăхăта ăш пиллĕн аса илчĕç, учительсене тав туса çак калама çук çăмăл мар ĕçре ăнăçу, сывлăх, çитĕнÿсем сунчĕç, парнесем пачĕç. Праçник ячĕпе коллектива шкулти управляющи канашĕн председателĕ В. Гурьев чĕререн саламларĕ.
Район центрĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул коллективĕ газ ĕçченĕсемпе тачă çыхăнура, “Анат Чулхула Газпром трансгаз” ООО филиалĕ — Заволжски ЛПУМГ вĕсене шефа илнĕ, газ уçлакансен ачисем асăннă шкулта пĕлÿ илеççĕ. Директор çумĕ А. Анисимов, профком председателĕ Я. Малинин çак уяв ячĕпе салам сăмахĕсем каларĕç, парне пачĕç. Пухăннисене Заволжски клуб çумĕнчи А. Тюмеров ертсе пыракан “Раштав” халăх ансамблĕ хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.
Иртнĕ çул “Анат Чулхула Газпром трансгаз” ООО хăйсен ĕçченĕсен ачисем хушшинче “Подсолнушник” ятпа пултарулăх ĕçĕсен тупăшăвне йĕркеленĕ. Райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекен 16 ача II тура тухма пултарнă, 12 вĕренекенĕн ĕçне вара Мускава тăратнă. Шăпах вĕсем паллă писатель С. Михалков редакциленĕ кĕнекене кĕме пултарнă та. Заволжски клуб директорĕ П. Владимирова çав кĕнекесене шкул директорне И. Кускована пачĕ те. Çулĕпе чи кĕçĕнни Аня Ефимова вара Мускава кайма тивĕçнĕ.
Уяв шкул гимнне (сăвви кунта вăй хунă Т. Королеван) мăнаçлăн шăрантарнипе вĕçленчĕ.