АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Рейдсем тăтăшрах ирттермелле

10 октября 2008 г.

 

Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче наркотике хирĕçле ĕçлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Комисси председателĕ, район пуçлăхĕ С. А. Николаев йĕркелесе пынипе унта икĕ ыйту пăхса тухрĕç.

Пĕрремĕшĕпе — Красноармейски ял тăрăхĕ çак комиссин 2006 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕнчи ларăвĕн протокол хушăвне пурнăçа кĕртессипе мĕнле ĕçлесе пыни çинчен — ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. К. Шестаков каласа панине итлерĕç комисси членĕсем. Владимир Константинович пĕлтернĕ тăрăх, милицин участокри уполномоченнăйĕпе А. П. Макаровпа пĕрле çуркуннехи — çуллахи тапхăрта килти çĕр участокĕсенче мăкăнь çитĕнтерекенсене тупса палăртас тĕллевпе 6 рейд йĕркелесе хушма 47 хуçалăхра пулнă. Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕ енĕпе иртнĕ 8 уйăхра ял тăрăхĕн территорийĕнче преступлени шута илмен. Наркотикрен тата ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхнинчен асăрхаттарас, сывă пурнăç йĕркине сарас тесе халăх, уйрăмах çамрăксем хушшинче, калаçусем ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсем районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе пĕрле культура учрежденийĕсенче, кафесемпе барсенче тăтăшах тĕрĕслевсем йĕркелеççĕ.

Лару, ку отчета шута илнĕ май, Красноармейски ял тăрăхне, унăн пуçлăхне В. К. Шестакова наркоманипе алкоголизмран асăрхаттарас ĕçе куллен-кун вăйлатса пыма сĕнчĕ.

Иккĕмĕшĕпе — сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕ кăçалхи 8 уйăхра наркоманипе алкоголизмран асăрхаттарас енĕпе мĕнле ĕçлени пирки — тĕп врач ĕçĕсене пурнăçласа пыракан Г. Н. Сушко тунă информацине шута илчĕç. Комисси членĕсем çак ĕçе малашне те тĕллевлĕ пурнăçласа пымаллине палăртса хăварчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика