АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи çивĕч ыйтупа — çавра сĕтел

10 октября 2008 г.

 

Сентябрĕн 30-мĕшĕнче ЧР Наци библиотекин конференц-залĕнче “Ачасен сывлăхне, нравственность тата ăс-тăн аталанăвне инкек-синкек кÿрекен информацисенчен хÿтĕлес тĕлĕшпе тăракан ыйтусем” ятпа çавра сĕтел иртнĕ.

Унăн ĕçне район-хуласенчи тĕп тата ача-пăча библиотекисен заведующийĕсем, “Чăвашпичет “ ООО ĕçченĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем хутшăннă. Ку ахальтен мар. ЧР Культура, национальность ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви ÿсекен ăрăвăн сывлăхне, нравственность тата ăс-тăн аталанăвне тÿнтерле витĕм кÿрекен информацисенчен хÿтĕлес тĕлĕшпе саккун проектне хатĕрленĕ. Ăна ЧР Патшалăх Канашĕн чÿк уйăхĕнче пулакан сессийĕнче пăхса тухмалла.

Çавра сĕтел хушшинчи калаçăва ЧР культура, национальность ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р. Лизакова уçрĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумне, республика парламенчĕн Культура, вĕрентÿ, наука, наци тата çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен комитетăн председательне В. Мидукова сăмах пачĕ. Владимир Петрович çÿлерех асăннă саккун проекчĕн тĕллевĕ çинче чарăнса тăчĕ. Çавра сĕтел хушшинче ЧР Прокуратурин çул çитменнисемпе çамрăксен пайĕн прокурорĕ Н. Степанова (ачасен сывлăхне инкек кÿрекен информацисенчен хÿтĕленĕ çĕрте саккунсене пăсни), Чăваш Енти Культура министерствин право ыйтăвĕсемпе тивĕçтерекен сектор заведующийĕ С. Портнова (ЧР “Чăваш Енте ачасен сывлăхне, ăс-хакăл аталанăвне сиен кÿрекен информацисенчен хÿтĕлес çĕрте пичет, аудио тата видео, ытти продукцие сутмалли нормативсене çирĕплетесси, вĕсене 16 çулчченхи ачасене сĕнмелли марри” указне пурнăçласси епле пыни), “Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен библиотеки” ГУК директорĕ Т. Григорьева (ачасемпе çамрăксене хăрушă мар информаципе тивĕçтересси), “Чăваш Енти библиотека коллекторĕ” ГУП директорĕ Н. Чиркова (кĕнеке продукцийĕпе суту-илÿ тунă чухне ачасене çавăн йышши информацисенчен хÿтĕлес çĕрте саккунсене пăхăнни), “Психологипе педагогика реабилитацийĕн тата коррекцийĕн центрĕ” учреждени директорĕн çумĕ Н. Федорова (ачасемпе çамрăксен ĕçпе пурнăç хăнăхăвĕсене йĕркелесси), ЧР Вĕрентÿ институчĕн çĕнĕ информаци технологийĕсен кафедра ертÿçи Д. Данилов (ачасене интернет ресурсĕсем патне йĕркелесси), ача-пăчасен “Куча мала!” программа ертÿçи А. Иванова (журналистсемпе ачасен çĕнĕ программисене йĕркелес çĕрти пĕрлехи ĕç) тухса калаçрĕç. Çавра сĕтел хушшинчи калаçăва хутшăннисем ку темăна хаçат-журналта малалла тăсма пулчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика