07 октября 2008 г.
Красноармейски ял тăрăхне кĕрекен ялсенче халăх ыттисенчен йышлăрах пурăнать. Çавăнпа та кунти ертÿçĕсем Ватă çынсен уявне икĕ кун хушшинче ирттерчĕç: октябрĕн 1-мĕшĕнче район центрĕнче — икĕ тĕл пулу, октябрĕн 2-мĕшĕнче Крентейкассипе Янкас ялĕсенче.
Янкасри уява ку тăрăхри ветерансен канашĕн председателĕ В. Сергеев саламлă сăмах каласа уçрĕ, Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхне В. Шестакова сăмах пачĕ. Владимир Константинович пухăннисене чунтан саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕ, кĕскен паянхи ĕç-хĕлпе, умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Л. Киселев Трак енре ватă çынсемпе епле ĕçлесе пыни, вĕсене паракан çăмăллăхсен малашлăхĕ пирки тĕплĕн каласа пачĕ, вырăнти тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.
Çакна калама кăмăллă: кăçалхи пек хăйсен уявне нумайăн килни пулманччĕ-ха, халĕ вара 5 ялтан та пуçтарăннă ватăсем. Вĕсенчен чи асли — Янкасра пурăнакан вăрçăра вилнĕ салтак арăмĕ — 91 çулхи А. Иванова. Арçынсенчен — Кивĕ Йĕкĕтри Н. Марков, кĕçех 80 çул тултарать.
Ветерансене районти халăх пултарулăх çурчĕн Н. Никоноров ертсе пыракан ушкăнĕ çĕнĕ программăпа хатĕрленĕ юрă-ташă парнелерĕ.
Уявăн иккĕмĕш пайĕ Янкасри кану çурчĕн фойине куçрĕ. Кунта пурин валли те вырăн çителĕклĕ: сĕтел тулли ĕçме-çимелли, тутлă шÿрпе, пылак шывсем... Фойере хаваслă юрă-кĕвĕ илтĕнсе тăчĕ, ваттисем ушкăнăн-ушкăнăн хăйсен юратнă юррисене шăрантарчĕç, ташша тухакансем те пулчĕç. Хăйсен ентешĕ Н. Ершов ваттисене халалласа çырнă сăввисене вуларĕ, сăн ÿкерчĕксем турĕ.
Юлашкинчен пурте пĕрле çак уява хатĕрленсе ирттерме тăрăшнă ертÿçĕсене, вĕсен канăвне çапла культурăллă йĕркелекенсене, çавăн пекех апат-çимĕçпе сăйлакансене чĕререн тав турĕç.