АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учитель кунĕ ячĕпе

07 октября 2008 г.

 

Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Учитель кунне халалласа, районта пысăк та савăнăçлă уяв иртрĕ.

Унта пухăннă педагогсене професси уявĕ ячĕпе район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ, “Единая Россия” политика партийĕн Красноармейскинчи вырăнти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕн çумĕ Н. И. Антонов тата профсоюзсен районти координаци канашĕн председателĕ Г. И. Николаева ăшшăн саламларĕç, çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçре çитĕнÿсем тума пархатар, вăй-хăват, ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Ун хыççăн учительсен пысăк ушкăнне тĕрлĕ наградăсем пачĕç. Акă, “РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ” кăкăр çине çакмалли паллăна Упи шкулĕнчи пуçламăш классене вĕрентекен Г. В. Иванова, Красноармейскинчи ДЮСШ директорĕн çумĕ Р. И. Мефодьев тата Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан В. В. Долгов тивĕçрĕç. РФ вĕрентÿ тата ăслăлăх министерствин Хисеп грамотисене “Солнышко” ача сачĕн заведующийĕ Д. С. Александрова, Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Т. И. Алексеева, Трак гимназийĕнчи пуçламăш классен учителĕ И. В. Афанасьева тата Мăн Шетмĕ шкулĕнчи физика учителĕ Н. А. Петров илчĕç. “Вĕрентÿ” приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе палăрнăшăн çак наградăнах Упи шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературин учительне В. В. Васильевана, Еншик Чуллă шкулĕнчи вырăс чĕлхипе литературин учительне Е. М. Вышинскаяна, Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен С. М. Гавриловапа математикăпа информатика учительне Л. Н. Крутована, Трак гимназийĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ю. Е. Кузьминана пачĕç. ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе Упири вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литературин учительне В. П. Никитинана тата вĕрентÿ пайĕн централизациленĕ бухгалтерийĕн бухгалтерне Л. А. Васильевана наградăларĕç. Красноармейскинчи “Çеçпĕл” ача садĕнчи музыка ертÿçи Г. В. Горшкова республикăри конкурсра çĕнтернĕшĕн ЧР Президенчĕн укçан хавхалантарни çинчен калакан свидетельствине илчĕ. Кĕçĕн Шетмĕ шкул директорне А. Г. Соловьевана — район администрацийĕн, Трак гимназийĕнчи истори учительне М. А. Филимонова вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Карайри вăтам шкула вара (директорĕ Р. И. Малинина) “САРЗ” маркăллă автобус пани пирки калакан свидетельствăпа савăнтарчĕç.

Унтан “Вĕрентÿ” приоритетлă наци проектне пурнăçлама активлă хутшăннă тата çĕнтерÿçĕ пулса тăнă учительсен “Пур кăмăлтан” пултарулăх каçĕ пулчĕ.

Учитель кунне хутшăннисене “Заволжский” клуб çумĕнчи “Раштав” ансамбль тата В. Григорьев юрăç юрăсем парнелерĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика