07 октября 2008 г.
Именкассинче Аслă ăрури çынсен кунĕ ялти шкул столовăйĕнче иртрĕ. Уяв сĕтелĕ хушшине хисеплĕ 22 ватă ларчĕ. Вĕсене Ватă çынсен Пĕтĕм тĕнчери кунĕ ячĕпе Еншик Чуллă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Васильев, райадминистрацин социаллă аталану секторĕн заведующийĕ В. Лукин, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн представителĕ Л. Хитрина, “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕн пай редакторĕ В. Егоров, Именкасси енчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ Т. Александрова ăшшăн-ăшшăн саламларĕç, пурнăçра мĕн пур лайăххине çеç сунчĕç. Тамара Константиновна хăйсен канашĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче кĕскен чарăнса тăчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, унчченхи “Дружба” хуçалăха кĕнĕ 4 ялта — Именкассипе Çурткассинче, Шуркапа Чумашра — хальхи вăхăтра 131 ватă пурăнать. Çав шутран 5-шĕ ( вĕсенчен пĕри — арçын, ыттисем — хĕрарăмсем) — 90 çулран иртнĕ, 27-шĕ (6—21) — 80, 60-шĕ 70 урлă каçнă,70-елле çывхаракансем тепĕр 38-ăн. Ветерансен канашĕ Именкасси вăтам шкулĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Тивĕçлĕ канури çынсем общество ĕçĕсенче те хастар, урамсене тирпей-илем тума тухаççĕ, çăварни уявне, культурăллă ытти мероприятисене хутшăнаççĕ тата ытти те. “Шел, кăçал ветерансен йышĕнчен вуннăн çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ анчахрах 70 урлă каçнă е 70-елле çывхараççĕ çеç”, палăртрĕ Тамара Константиновна. Ăна çавăн пекех уйрăм çамрăксем ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшманни, вĕсем çине алă çĕклени питĕ пăшăрхантарать.
Паллă ĕнтĕ, халĕ ялти ачасем тĕрлĕ шкулсенче пĕлÿ пухаççĕ. Именкассинчен, тĕслĕхрен, вунпĕрĕн Трак гимназине вĕренме çÿреççĕ. Вĕсене автобуспа çÿреме проезднойсем илсе панă. Анчах ку йышши билетпа каймалли автобус ирхи 6 сехет çурăра ял тĕлĕнчен иртсе каять. Занятисем гимназире 8 сехет те 30 минутра çеç пуçланаççĕ. Ачасем 2 сехете яхăн вăхăта усăсăр çухатаççĕ. Ку ыйтăва вĕренÿ çулĕ пуçланичченех çĕкленĕ, шел, ун тăрăх нимĕнле йышăну та туман-ха. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсемпе аслашшĕ-асламăшсем çак ыйтăва ачасене меллĕрех татса пама ыйтаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, аслă ăру çыннисем хăйсене çавăн пек уяв туса панипе кăмăллă юлчĕç.
— Патшалăх пире манмасть, — терĕ суту-илÿ тытăмĕнче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă Рая Петрова.