07 октября 2008 г.
Хытă сийлĕ çул, чăнах та, Ванюшкасси халăхĕшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл каярахпа Çĕрпÿ—Патăрьел автомобиль çулĕпе пĕрлешет теççĕ. Ун чух унăн пĕлтерĕшĕ татах та ÿсет.
Пшонкăпа Ванюшкасси хушшинче чылаях тарăн çырма вырнаçнă. Авалтанпах ăна "Мăн çырма" тенĕ. Ял çыннисем çулленех ун урлă каçмалли тунă. Анчах та вăл çуркуннеччен е пĕрремĕш çумăрччен çеç тытăнса тăнă. Каярахпа çырма урлă каçмалли вырăна хăватлă бульдозерсемпе тĕксе тума пуçланă. Вĕсем те çуркунне иртиччен ларайман.
Иртнĕ çул çул-йĕр ĕçченĕсем Пшонкă — Ванюшкасси çула хыврĕç. Анчах вĕсем те Мăн çырмана тÿрех “парăнтараймарĕç”. Пĕрремĕш атака ăнăçсăр вĕçленчĕ. Çырма урлă хывнă дамба çуркуннеччен чăтнă та унталла-кунталла юхса анма пуçланă. Кун хыççăн çак çырмана иккĕмĕш хут атакăлама кÿлĕннĕ. Çĕнĕ подразделени юрлă-пăрлă тăпрана урăх çĕрелле куçарнă, ун вырăнне лайăх пусăрăнакан тăма, сийĕн-сийĕн сарса пырса, таптанă, дамбăна кирлĕ шая хăпартса çитернĕ. Халĕ ĕнтĕ “Агротракт” ĕçченĕсем Мăн çырмана парăнтарчĕç теме те юрать, кун пирки иккĕленмелли çук.
Анчах та асфальтне халех сармаççĕ тенине илтрĕмĕр. Ку вара шухăшлаттарать. Кĕрхи-çурхи тата çуллахи çумăр шывĕсем асфальт çинчен юхса каяççĕ пулсан, таптаса хытарнă сий вĕсене хăй çине сăхса илет те витĕрех нÿретет. Кун пек çул çăмăл автомобильсене çеç чăтма пултарать. Çав вăхăтрах кунтан йывăр тоннажлă груз турттаракан автомашинăсем иртмĕç теме çук. Вĕсем вара тÿрех мар пулсан та пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çула юрăхсăра кăларма пултараççĕ. Ун чух çулăн хытă сийне çĕнĕрен сарма тивет. Тепĕр май каласан, пĕр ĕçе икĕ хут тума лекет. Ку каллех пысăк тăкаксемпе çыхăннă. Ванюшкасси çыннисем “Агротракт” ĕçченĕсем пĕр пуçланă ĕçе ăнăçлă вĕçлессе çирĕп шанаççĕ.