07 октября 2008 г.
Микулай хуçан ĕç пÿлĕмне сив чир тытса пăрахнăн чĕтренсе кĕчĕ. Хăйĕнчен çухрăмран эрех шăрши перет.
— Здрасьте, Петр Максимович, сывлăх пултăр, — сăмах хушрĕ вăл, алăк урати урлă каçнă-каçман. Унăн сасси темле хăйăлтатарах тухрĕ.
— Эсĕ мĕн, паян каллех ÿсĕр-им? Ĕнер çуралнă куна паллă тунă тесеччĕ. Паян тата мĕн ятпа персе лартрăн? — тарăхнине ниçта пытараймасăр, ыйтуллăн пăхрĕ Микулай çине хуçа.
— Паян та çуралнă кун ячĕпех сыпрăм-ха, Петр Максимович.
— Санăн çулталăкра миçе çуралнă кун вара?..
— Декабрĕн 29-мĕшĕнчен тытăнса январĕн 19-мĕшĕччен…
— Мĕнле майпа вара?..
— Тĕрĕссипе эпĕ хам атте çуралнă кун, декабрĕн 29-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Январĕн 5-мĕшĕнче мана ят хунă. Январĕн 19-мĕшĕнче вара çурални çинчен ĕнентерекен хута çыртарнă. Куншăн эпĕ айăплă мар-çке?.. Çавăнпа эпĕ хам çуралнă куна çулленех виçĕ эрне ытла паллă тăватăп та, — хăй вăрттăнлăхне уçса пачĕ Микулай.