07 октября 2008 г.
Паянхи кун тĕлне районти ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен машинăпа трактор паркĕсенче тĕрлĕ маркăллă 224 трактор, груз турттармалли 119 автомашина, тĕш тырă пухса кĕртмелли 66 комбайн, çĕр ĕçлесе тумалли 1281 машина, çав шутра 82 плуг, 112 культиватор, дисклă — 101, шăллă 950 сÿре, 32 каток, 4 лущильник , 114 ака агрегачĕ, выльăх апачĕ хатĕрлемелли — 117, çĕр улми лартса туса илмелли 72 техника, 21 опрыскиватель, минераллă, органикăлла удобренисем хывмалли тата сапаласа пымалли 28 хатĕр тата ытти техника пур.
Кăçалхи 9 уйăхра çĕнĕ 9 трактор, тĕш тырă вырмалли — 4, çĕр улми кăлармалли, курăк пухса кĕртмелли 1-ер комбайн, ял хуçалăхĕн ытти 22 техники, пĕтĕмпе 36 миллион тенкĕлĕх туяннă. Трак енри ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем ял хуçалăхне 2008 —2012 çулсенче аталантарас тата ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварпа апат-çимĕç рынокне йĕркелесе пырас, ял хуçалăхне техника тата технологи тĕлĕшĕнчен çĕнетсе пырас енĕпе хатĕрленĕ патшалăх программипе палăртнине пурнăçлас тĕлĕшпе республикăри Ял хуçалăх министерствипе район администрацийĕ хушшинче тунă Килĕшĕве пурнăçланă. Ял хуçалăх предприятийĕсем, тĕпрен илсен, тĕш тырăпа çĕр улми пухса кĕртессине вĕçленĕ. Малтан шутласа пăхнă тăрăх, районта бункер виçипе 21 пин тонна ытла тĕш тырă вырса çапнă, е вăл пĕлтĕрхинчен 6 пин тонна ытларах, 12 пин тонна ытла çĕр улми, пĕлтĕрхинчен 3 пин тонна нумайрах, пухса илнĕ.
Халĕ хуçалăхсем умĕнче тепĕр пысăк — ял хуçалăх техникине хĕллехи управа шанчăклă та пахалăхлă лартас тĕллев тăрать. Техникăна инженерипе техника ĕçченĕсем, механизаторсем, слесарь-юсавçăсем ГОСТ ыйтнă пек нумай вăхăтлăх управа лартнипе çеç унăн ĕçлес ĕмĕрĕ тăсăлать, шанчăклăхĕ ÿсет.
Кăçал район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, ял хуçалăх техникине октябрĕн 1—24-мĕшĕсенче нумай вăхăтлăх управа лартмалла тата ку тĕлĕшпе районта смотр-конкурс иртет. Конкретлă задачăсем лартнă, кашни ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçине патшалăх технадзорĕн районти инспекцийĕ предписани панă. Çавăнпа та уйăхлăх вăхăтĕнче район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене, инженери тата техника ĕçченĕсене мĕн пур техникăна уй-хирсенчен машинăпа техника паркне илсе кĕрсе, 7751-85 ГОСТпа килĕшÿллĕн, пур агрегатсене те çуса тасатса маркăсем тăрăх нумай вăхăтлăха упрама тĕревсем çине вырнаçтарса лартма сĕнет, патшалăх технадзорĕн районти инспекцийĕ вара çапла тума хистесех ыйтать. Ĕç органĕсене дефектовка туса тухса, пайсемпе узелсене, агрегатсене юсама кăларса хумалла. Çавăн пекех электрооборудовани приборĕсемпе ременьсене, резина пайсене илсе упрама склада памалла, узелсемпе агрегатсене консервацилемелле, двигательсене вара шалтан консервацилемелле, выхлопной мăрьесен, бак анисен сапунĕсене герметизацилемелле, сăрламан сийсене 9014-78 ГОСТ ыйтнă пек хÿтлĕх сийĕпе витмелле, техникăна упрас тĕлĕшпе çырнă документсене кирлĕ пек çырса, нумай вăхăтлăха упрама яваплă çынсене çирĕплетсе памалла. Управ вырăнĕсене пушара сÿнтермелли хатĕрсемпе тивĕçтермелле. Машинăпа трактор паркĕсен территорийĕсене çум курăкран тасатмалла, тимĕр-тăмăра ятарласа уйăрнă вырăна пухса хумалла е тимĕр-тăмăр йышăнакан пунктсене кайса памалла.
Хăш-пĕр хуçалăхсем уйрăм ертÿçĕсен, инженерипе техника ĕçченĕсен тимсĕрлĕхне пулах техникăна кирлĕ пек управа лартманнипе пысăк тăкак тÿсеççĕ. Вĕсенче техника тутăхса ларать е вăл вăрăсен аллине лекет.
Юлашки çулсенче “Таябинка”, “Красноармейская МТС”, “Красноармейский Агроснаб” пĕрлешÿсемпе “Нива”, “Красное Сормово” хуçалăхсем техникăна хĕл каçма тĕплĕн вырнаçтарса лартаççĕ. Ыттисем пирки çакна калаймăн.
Ертÿçĕсемпе инженерсем, механизаторсем, хăвăр машинăпа техника паркĕсенчи лару-тăрăва тĕрĕс хаклăр. Вĕсене паян хыт хура ярса илнĕ. Таса мар техника, запас пайсем, тимĕр-тăмăр, ăпăр-тапăр, кĕленчесем унта-кунта сапаланса выртаççĕ. Нивушлĕ çакă сирĕн пите хĕретмест. Техника — сирĕн харпăрлăх. Ялан тенĕ пекех паян техника хаклă тетпĕр, çав вăхăтрах вăл куç умĕнчех юрăхсăра тухнине лăпкăн сăнаса тăратпăр.
Юлашки вăхăтра хăш-пĕр хуçалăхсен ертÿçисем кĕске вăхăтлăх килĕшÿпе механизаторсене уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама явăçтараççĕ, вĕсем çумне техника çирĕплетеççĕ, анчах вăл уншăн çав тапхăрта çеç яваплă. Ытти чухне вĕсем хуçасăр, ертÿçĕсĕр пуçне вĕсене пăхса тăрассишĕн никам та яваплă мар. Çавăнпа та ял хуçалăх пайĕ тара илнĕ механизаторсемпе вĕсем техникăна шанчăклă управа лартса йышăну акчĕ çырнă хыççăн тин ĕçшĕн укçа-тенкĕпе татăлма сĕнет.
Ертÿçĕсем, инженерсем, механизаторсем, çитес çулхи уй-хир ĕçĕсем пирки малтанах шухăшлар, ума лартнă задачăна пурнăçламашкăн пысăк яваплăх туйса вăй хурар.