07 октября 2008 г.
Яланхи пекех, 17-мĕш хут пухăнчĕç “Красноармейски сельхозхимийĕ” предприятире ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем ватă çынсен кунне паллă тума.
Калас пулать, çулталăка яхăн каялла, ку предприятие уçă йышши яваплă пĕрлĕх ООО туса хурса, уйрăм предприниматель аллине пачĕç. Ăна хамăр ентеш — Çырмапуç Карай ялĕнче çуралса ÿснĕ Валерий Германович Григорьев ертсе пырать. Çав хушăра вăл кунта çирĕп йĕрке тума пултарчĕ, ĕç условийĕсене лайăхлатрĕ, ĕç укçине палăрмаллах ÿстерчĕ. Коллектив унпа кăмăллă.
Çапла, ветерансемпе пĕрремĕш тĕл пулу ирттерни çĕнĕ хуçашăн та, хисеплĕ пенсионерсемшĕн те усăллă та асра юлмалла иртрĕ. Чи малтанах пурте хальхи администраци ертÿçисене, уйрăмах В. Г. Григорьев генеральнăй директорпа кадрсемпе ĕçлекен А. К. Киселева специалиста чĕререн тав турĕç, çак çыхăнăва çирĕплетсе пыма пулчĕç. Сăмах май каласан, Августина Константиновна хăй те кăçалхи утă уйăхĕнче ветерансен йышне кĕчĕ. Çавăнпа та ăна 55 çул тултарнă ятпа ушкăнпа хĕрÿллĕн саламласа ырă сунчĕç.
Уява “Сельхозхими” ветеранĕсен канашĕн председателĕ Н. Ершов йĕркелесе пычĕ. Вăл çĕнĕ хуçана кашни ветеран пирки кĕскен каласа, паллаштарса тухрĕ. Вĕсенчен пурте тенĕ пекех, тĕл пулăва 12 ветеран пынă, асăннă предприяти тантăшĕсем шутланаççĕ: “Сельхозхими” йĕркеленнĕренпе пĕр вырăнта ĕçлесе пенсие кайнă çынсем. Акă, Е. Галкин, В. Матвеев, П. Тимофеев, И. Иванов, В. Назаров, А. Иванов шоферсем, Г. Иванов, Л. Спиридонов, Н. Егоров, П. Григорьев трактористсем хăй вăхăтĕнче чăннипех ĕç паттăрĕсем пулнă. Красноармейскинчи Г. Алексеев вара чылай çул мастерской заведующийĕнче вăй хунă. Шел пулин те, пĕр çул хушшинче 3 ветеран ку йышран вăхăтсăр уйрăлса кайнă — чире пула çĕре кĕнĕ. Вĕсене асăнса пĕр минут шăп тăрса чысларĕç.
Ветерансене хальхи уяв ячĕпе саламласа В. Г. Григорьев генеральнăй директор хăйĕн пĕрлешĕвĕнчи паянхи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ, яланах унта килсе çÿреме, ырă сĕнÿсемпе канашсем парса пулăшма сĕнчĕ, çавăн пекех хăй енчен те пулăшу кÿме шантарчĕ, ветерансене кучченеçсемпе хавхалантарчĕ.
Ватă çынсен кунне ирттернĕ çĕре районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Л. А. Киселев, ял хуçалăх пайĕн тĕп экономисчĕ М. В. Васильев хутшăнчĕç, ветерансене паракан çăмăллăхсем пирки ăнлантарчĕç, пурне те ырлăх-сывлăх, телей, канлĕ ватлăх сунчĕç.
Юлашкинчен мĕн пур йышпа уяв кĕрекинче савăнчĕç, сăн ÿкерчĕксем турĕç.
* * *
Ватă çынсен кунне районти ытти предприятисемпе организацисенче те, хуçалăхсенче те япăх мар ирттернĕ. Акă, Чатукасси ял тăрăхĕнчи 70 ытла ватă çав кун çулталăкра пĕрре килекен уява чыслама Чатукасси кану çуртне пухăннă. Вĕсене район администрацийĕ ячĕпе экономика аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А. Михайлова саламланă. Ватăсем шкул ачисен, вырăнти художество пултарулăх ĕçченĕсен концерчĕсене пăхса савăннă.