07 октября 2008 г.
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Алманчри вăтам шкулта педагогикăра вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнисен районти VIII слечĕ иртрĕ.
Вĕсем вырăнти учительсемпе вĕренекенсем ертсе пынипе малтанах шкулта экскурсире пулчĕç, вĕренÿ пÿлĕмĕсене, тĕслĕх библиотекăна, краеведени музейне кĕрсе курчĕç, чечексен тата ал ĕç выставкисемпе паллашрĕç. Унтан пурте пĕрле коридор-зала пухăнчĕç. Вĕсен умĕнче учитель-ветерансен районти канашĕн председателĕ Л. Г. Григорьев иртнĕ тапхăрти ĕç-хĕл пирки отчет турĕ. “7 çынран суйласа хăварнă пирĕн канаш план тăрăх ĕçлесе пычĕ. 2 лару ирттертĕмĕр. Юбилярсен списокне хатĕрлесе 12 çынна саламларăмăр, район хаçатĕнче те вĕсем пирки çырсах тăтăмăр. Чечексен, ал ăстисен ĕçĕсен выставкисене йĕркелетпĕр. Вĕрентÿ пайĕпе тата ку отрасльте вăй хуракансен профсоюзĕн районти организацийĕпе тачă çыхăну тытни те лайăхрах ĕçлеме вăй-хăват парать”, терĕ Лев Григорьевич.
Слета хутшăннисене район пуçлăхĕ, “Единая Россия” партин Красноармейскинчи вырăнти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ С. А. Николаев саламларĕ. “Эсир çакăн пек йышлăн пухăнни савăнтарать. Çулленех çапла пуçтарăнни те савăнăç кÿрет. Сирĕн ырă алăсем витĕр миçе пин çамрăк тухман пуль, халь ытларахăшĕ — хăйсем ертÿçĕсем, ăста специалистсем. Вăрçă витĕр тухнă директорсен ĕçĕсене те халĕ çамрăксем тăсаççĕ, çĕнĕлĕхсене хăюллăнраххăн ĕçе кĕртме çине тăраççĕ. Çакнашкал пухăнни вырăнлă та тесшĕн. Эсир Алманч шкулĕнчи улшăнусене хăвăр курса ĕнентĕр. Апла пулсан “Вĕрентÿ” приоритетлă наци проекчĕ пурнăçа кĕрсе пыни куç умĕнчех. Шкул тытăмĕнчи пирĕн çĕнĕлĕхсене, лайăххине республика шайĕнче те асăрхамасăр тăмаççĕ. Вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н. И. Антонов, ав, ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ А. Н. Лебедев Физкультурăпа спорт министерствисен коллегийĕсен членĕсем пулса тăчĕç”.
Район пуçлăхĕ малалла ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕ çинче чарăнчĕ: “Улшăнусем кунта та чылай. Хуçалăхсем çĕнĕ технологие пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Паян çеç-ха Карайра пултăм. Хуçалăха 19-мĕш çул В. Н. Платонов ертсе пырать. Карайсем малтан епле ÿсĕмлĕ ĕçленĕ, çаплах вăй хураççĕ, кăтартăвĕсем те курăмлă. Пур яла та çут çанталăк газĕ, çул çитрĕ, кĕçех ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн урамсене те асфальт сарма тытăнмалла. Ял пурнăçĕ апла татах та çĕнелсе улшăнĕ”. Станислав Андреевич районти паллă агроном Л. И. Антонов каланă “Çĕр çинче хуçа пулмасан, лайăх пĕр кăтарту та пулмасть” сăмахсене тепĕр хут аса илтерчĕ.
Унтан вăл çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас енĕпе чылай çул хушши ăнăçлă вăй хунăшăн, общество пурнăçне активлă хутшăннăшăн тата çуралнăранпа 75 çул çитнĕ май Алманчри вăтам шкулта учительте вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă Л. П. Николаевана район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ, пурне те Ватă çынсен Пĕтĕм тĕнчери кунĕ тата Учитель кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, ырă вăй-хăват, иксĕлми телей, вăрăм кун-çулпа пархатар сунчĕ.
Ветеран-педагогсен умĕнче çавăн пекех район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ, “Единая Россия” партин Красноармейскинчи вырăнти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕн çумĕ Н. И. Антонов, Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ В. В. Долгов, Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçин çумĕ Г. Л. Шестакова, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан П. А. Шумилов ветеран-педагог, вĕрентÿре ĕçлекенсен профсоюзĕн районти организацийĕн председателĕ Г. И. Николаева, Алманч шкулĕн директорĕ О. В. Дмитриев, кунти Ю. Д. Александров учитель салам сăмахĕсем каларĕç.
Унтан Красноармейскинчи Ольга Афанасьевнапа Лев Григорьевич Григорьевсен тата В. С. Антонован килти пахчара çитĕнтерекен чечекĕсем пирки медиа-презентаци иртрĕ. Григорьевсем, ав, хăйсен пахчин 3-мĕш пайĕнче тюльпансем, гвоздикăсем, георгинсем, физалиссем, гладиолуссем, флоксысем, ытти чечексем çитĕнтереççĕ. Валентина Степановна та хăй лартса тăвакан чечексем пирки тивĕçлипех мухтанма пултарать. Вĕсем пирки чылай журнал çырăнса илет ветеран-педагог.
Слетра вĕсене, çавăн пекех выставкăна тăратнă ĕçсемшĕн З. Г. Романована (Красноармейски), З. Г. Ивановапа М. Г. Иванована (Чатукасси), К. Т. Форверца (Яманак) тата Алманч шкулне дипломсемпе чысларĕç.
Пухăннисене Алманч шкулĕнче вĕренекенсем — 3-мĕш класри Елена Герасимова тата 6-мĕш класри Владимир Сергеев юрăсем парнелерĕç.
Унтан ветеран-педагогсем, сĕтел хушшине ларса, иртнĕ вăхăта аса илчĕç, пур шкултан килнисем те ыттисене юрăсемпе савăнтарчĕç, çитес слета вара Мăн Шетмĕ шкулĕнче ирттерме калаçса килĕшрĕç.