АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем хăй вăхăтĕнче района ертсе пынă

07 октября 2008 г.

 

Çапла. Халĕ ку ветерансен çÿçĕсем самаях шуралнă ĕнтĕ. Анчах малтанхиллех хĕрÿ чунлă вĕсем, çамрăксене сĕнÿ-канашпа яланах пулăшма хатĕр. Акă, парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче тата тĕрлĕ яваплă ытти ĕçре вăй хунă С. И. Железинах илер. Хăйĕн шухăшĕсене куçран та, райхаçат урлă та калать. Л. К. Константинов вара райĕçтăвком председателĕнче тимленĕ. Вăрçă ветеранĕ И. Х. Харитонов райĕçтăвком председателĕн çумĕ, А. А. Афанасьев ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ, вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранĕ М. П. Прохоров Красноармейскинчи вăтам шкул директорĕ, В. Ф. Клементьева ЗАГС пайĕн заведующийĕ пулнă. В. И. Гордеев та, В. А. Семенова та, Зинаида Гурьевнапа Юрий Осипович Осиповсем те, З. И. Григорьева та, Л. И. Антонов та, А. П. Михайлов та, Г. И. Алексеева та, Н. П. Петров та хăй вăхăтĕнче яваплă должноçсем йышăннă, район ÿсĕмĕсемшĕн пĕрлехи “хурана” тÿпине хывнă.

Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ умĕн, авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче район администрацийĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисемпе йĕркеленĕ тĕл пулăва вĕсемпе пĕрлех Малти Карăкри В. М. Михайлова, Вутланти П. П. Павлов, Хусакассинчи Ю. Г. Гурьева тата Красноармейскинчи М. Я. Яковлева ветерансем те хутшăнчĕç. Пухăннисене район пуçлăхĕ С. А. Николаев тата йĕркелÿпе тĕрĕслев ĕç управленийĕн начальникĕ В. Ю. Иванов саламларĕç, вăрăм та тулли телейлĕ пурнăç, ăнăçу сунчĕç, хăй вăхăтĕнче района тĕрĕс çулпа ертсе пынăшăн, унăн чечекленĕвĕшĕн вăй хунăшăн тав турĕç, хисеплĕ ветерансенчен паян та ырă та усăллă сĕнÿ-канашсем кĕтни пирки пĕлтерчĕç.

Унтан ăшă кăмăллă калаçу çавра сĕтел хушшинче тăсăлчĕ. Вĕри чей ĕçнĕ май, ветерансем иртнĕ вăхăтсене аса илчĕç, пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçнă май, çамрăк ăруран халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн çине тăрса вăй хума ыйтрĕç. Унтан асăнмаллăх сăн ÿкерттерчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика