АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кÿлхĕрри тĕрленчĕкĕсем

03 октября 2008 г.

 

Ялти пек каласан, Клавди

Çын чунпа канăçсăр. Пĕрехмай хусканура вăл. Ывăннине те пĕлмест, паллах. Кÿлхĕрринчи Клавдия Прокопьева та çав йышранах. Ик алла пĕр ĕç тенешкел яланах кăштăртатать. Кил-çуртра утасранах ĕç уншăн. Ытларах выльăх-чĕрлĕхпе аппаланать. Икĕ ĕне усрать вĕт. Вĕсене пăхмалла, сумалла.

— Халь пĕр ĕнине кăна сăватăп эпĕ. Талăкра 20 литртан кая антармасть. Хама çитет, ытлашшине сутатăп, укçа пулать, — тет Клавдия Прокопьева. — Хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕнчен те ютшăнмастăп.

— Ĕни мĕн ятлă-ха? Вăрттăнлăх мар пулсан… — кăсăклантăм эпĕ.

— Иккĕшĕ те “Точка” ятлă, — хуравларĕ Клавди.

Килĕнче ĕç пуçтарать те хуçалăха васкать. Акă, анчахрах йĕтем çинче тырă алласа сортланă çĕрте тăрăшрĕ. Теприсем, ватлăхра пулин те, сывлăх енчен аптрамасан та, бригадăна хутшăнасшăнах мар. Тепĕр чух килĕрен-киле чĕнсе çÿресе хăшкăлать Владимир Алексеев бригадир.

— Клавди турткалашса тăмасть. Хăть хăçан та хушнине вăхăтра пурнăçлассишĕн çине тăрать, — хăй шухăшне пытармасть Владимир Алексеев бригадир. — Çавăн пек çынсем ытларах пулинччĕ.

К. Прокопьеван мăшăрĕ çирĕм çула яхăн лесникре ĕçленĕ. Мăшăрĕпе — Сергейпа — вăрман варринчи çуртра пурăннă Клавди. Утă çулнă, вăрман каснă, выльăх-чĕрлĕх тытнă. Иккĕшĕ мăшăр кăвакарчăн пекех шăкăлтатса пурăннă.

— Упăшкана упраймарăм эпĕ. Ывăл çуралчĕ те вăхăтсăрах вилчĕ. Халь пысăк çуртра пĕр-пĕчченех пурăнатăп, — куляннине пытараймарĕ Клавди. — Мĕн тăвăн?

Хыркасси хĕрĕ

Кÿлхĕрринче пулнă чух вуншар çынпа курнăçрăм. Вуншар пит-куç, вуншар кăмăл… Вĕсен йышĕнче, паллах, ытларахăшĕ тивĕçлĕ канăва тухнисем. Кашниех харпăр хăй пурнăçне тишкерчĕ. Аса илмелли тупăнатех.

Анна Гаврилован, 72 çул тултарнă хĕрарăмăн, каласа памалли çине-çинех тупăнчĕ.

Япăххи те, лайăххи те пулнă пурнăçра. Çавах та ытларах — лайăххи.

— Мăшăрпа килĕштерсе, пĕр чĕлхерен пурăнтăмăр. Утмăл çул та тултараймарĕ пуль Гриша.Чирлесе кайрĕ те ураланаймарĕ. Халь вăл çĕре кĕнĕренпе виçĕ çул çитет пуль, — каларĕ Анна Гаврилова. — Асăмран тухмасть халĕ те…

Çырмапуçĕнчи сысна ферминче сыснасем пăхнă Анна. Ĕçлес тесех тăрăшнă. Анчах та çав ĕçшĕн 1450 тенкĕ пенси тÿленишĕн кăмăлсăр хĕрарăм.

— Вуттине те туянмалла. Ытти ĕç-пуç сахал-им килте. Тата лавккине тухса пăх та — таварĕсем мĕн хак? Укçа-тенкĕсĕр нимех те туянаймăн ялта та, — хăй тарăхнине пытараймарĕ Анна Гаврилова. — Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çивĕч халь.

Тĕрĕсех пăшăрханать Хыркасси хĕрарăмĕ. Ăçтарах вырнаçнă Хыркасси? Çĕрпÿ районĕнче…

Ача-пăча çукки те пысăк хуйхă. Турри пулăшмасан…

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика