АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕлхе вăл — пурнăç

03 октября 2008 г.

 

Халăх хушшинче: “вăл çемçе чунлă”, “вăл хыт чунлă” е “хыткукар” тесе каланине илтетĕн. Ку куçа курăнман сăмахсем, хыттипе çемçине мĕнле пĕлеççĕ-ши? “Хытă чунлă” тесе сăтăрçăсемпе вăрăсене калаççĕ пулас. Анчах та вăрăсем икĕ ушкăна пайланаççĕ. Пĕрисем — вăрттăн, теприсем куçкĕретĕн çаратаççĕ. Çемçе чунлă çын кирек кампа та йăваш, кăмăллă калаçать. Хытă чунли хăй ятне те каламасть, сана хăйĕнчен сивĕ куçпа пăхса ăсатать. Эсĕ хăв та çынран сивĕнетĕн, çав кун санăн та ĕç ăнмасть. Тем çитмест пек, хăв та сăлтавсăрах тарăхма пуçлатăн. Ахальтен мар чăвашра хирĕç вăрăнни, куç ÿкни сăмахсем пур.

Хăш-пĕр тухтăрсем юмăçсен вĕрÿ-суру мелĕпе усă курса ăшшăн, сăпайлăн калаçса сыватма тăрăшаççĕ. Писательсен повеçĕсемпе калавĕсем, поэтсен сăвви-поэмисем те çавсен шутне кĕреççĕ. Эсĕ вĕсем çырнине вуласа хурланатăн, савăнатăн. Ку вăл, паллах, вĕсен творчествăлла пултарулăхĕнчен килет.

Çапла, çын чĕлхеллĕ. Чĕлхе сăмах тăвать. Сăмахпа типтерлĕ, сасса хăпартмасăр калаçмалла. Каччăсем, ав, ĕçпе мар, хĕрсене сăмах каласа хăйсем майлă çавăраççĕ. Хĕрĕсем вара çепĕç сăмахсемшĕн вилсех кайма хатĕр.

Чĕлхе вăл — пурнăç. Чĕлхе пулмасан пурнăç та пĕтет.

Анчах та ялта пурăнакан чăвашсем атте-анне чĕлхине манса пыни чăннипех пăшăрхантарать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика