03 октября 2008 г.
Ку сăмахсене авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕнче темиçе хутчен те илтме тÿр килчĕ. Чăн та, эрех-сăра — пурнăç тăшманĕ. Вĕсем çынна пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тарăн та тĕпсĕр шурлăха путарса пыраççĕ. Вăхăтра чарăнаймасан, вăй питти арçынсемпе хĕрарăмсем “симĕс çĕлене” пула пурнăçран питĕ ир уйрăлса каяççĕ.
Акă, ку хĕрарăм 20 урлă çеç каçнă-ха. 2 ача унăн. Вĕсене пăхас вырăнне çамрăк хĕрарăм аллине час-часах эрех стаканĕ енне тăсать. Комисси членĕсем ăна мĕн тери хăрушлăх кĕтнине ăнланса илме, нарколог патĕнче сипленме сĕнсе хăварчĕç. Ăнланнă евĕр тытрĕ-ха хăйне. Темле ĕнтĕ?
Тепĕр хĕрарăмăн вара 5 ача, кĕçĕнни 8 уйăхра çеç-ха. Ăна пăхас вырăнне хĕрарăм ĕçке иленнĕ. Тÿрленме сăмах пачĕ. Çаплах пултăр-ха. Çапах та ку çемьене комиссире учета тăратрĕç.
Ку тĕслĕхре 15 çул та тултарайман яш çурла уйăхĕн пĕр каçĕнчи çур çĕр иртни 3 сехетре район центрĕнчи 3-мĕш номерлĕ апат-çимĕç лавкки умĕнче ÿсĕр пулнă. Милиционерсен куçĕ тĕлне лекнĕ. Педагогсем вăл лайăх ача пулнине палăртаççĕ, анчах çăмăл шухăшлă-мĕн, çитĕннисем хушшинче пулма кăмăллать, киревсĕр йăлана вĕсенчен илет. Тÿрленме пулчĕ яш, анчах ачине тивĕçлĕ воспитани пама çине тăманшăн амăшĕн 400 тенкĕ штраф тÿлемех тивет.
Ытти ĕçсене те пăхса тухрĕç комисси членĕсем ларура. Кашни тĕслĕхпех нумай калаçрĕç. Ара, çапла пулмалла та. Кашнин хыçĕнчех çамрăк çын шăпи-çке. Унăн малашлăхĕ епле пуласси комисси членĕсем тÿрĕ çул çине тăма хистенинчен те нумай килет вĕт.
Икĕ сехет ытла пынă ларăва асăннă комисси председателĕ, район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов тата комиссин яваплă секретарĕ Э. И. Петрова йĕркелесе пычĕç.