03 октября 2008 г.
Сентябрĕн 27-мĕшĕнче Мăн Шетмĕ шкулĕн стадионĕнче хамăр районти Анаткасра çуралса ÿснĕ, хĕллехи Европа чемпионачĕн пăхăр, Европа Кубокĕн кĕмĕл призерĕн, 4 хут СССР, 6 хут СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсен чемпионĕн, икĕ хутчен СССР рекордсменĕн, тĕнче класлă спорт мастерĕн Сергей Афанасьевăн призĕсене çĕнсе илесссишĕн республика шайĕнчи ăмăрту иртрĕ. Унта Красноармейскипе Элĕк районĕсенчи, Çĕрпÿпе Çĕнĕ Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисенчи 100 яхăн спортсмен 800 тата 1500 метра чупса вăй виçрĕ.
Асăннă ăмăртăва 1996 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче йĕркелесе янă тата кашни икĕ çултах ирттерме йышăннă. Ăна ун чух Сергей Афанасьевăн наставникĕ, Мăн Шетмĕри физкультура учителĕ Э. Г. Филиппов 50 çул тултарнине халалланă. Кăçалхи хисепĕпе 7-мĕш пулчĕ. Сăмах май, С. Г. Афанасьев чылай çул Мускавра ĕçлесе пурăнать. Хăй каланă тăрăх, икĕ çул хушшинче нимĕн те улшăнман. Вăл Мускав хулинчи Ленински районĕн депутачĕ, кунти депутатсен Пухăвĕн председателĕ. Мăшăрĕ — Елена Афанасьева — çĕр-шыври паллă спортсменка, милици майорĕ, халĕ тренерта тăрăшать. Икĕ хĕрĕ вĕренеççĕ-ха.
Сергей Германовича, унăн Мускаври ĕçтешĕсене, вĕсем 5-ĕн килнĕ, Совет Союзĕн Геройĕ В. Васильев ячĕллĕ Мăн Шетмĕ вăтам шкулĕн фойинче савăнăçлă лару-тăрура кĕтсе илчĕç. Унтан хăнасем шкул музейĕпе, спорт залĕпе, компьютер класĕпе тата ыттипе паллашрĕç.
Мăн Шетмĕ стадионĕ капăр тум тăхăннă, илемлĕ кĕвĕ янăрать. Ăмăртăва уçма пурте хатĕр. Хăнасемпе чĕннĕ çынсене чăваш йăли-йĕркипе çăкăр-тăварпа тата сăрапа сăйланă хыççăн район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ, уява йĕркелесе пыракан А. Лебедев район пуçлăхне С. Николаева сăмах пачĕ. Станислав Андреевич хăнасемпе спортсменсене саламланă май, Сергей Афанасьева çак стадион тата çине тăрса тренировкăсем ирттерни, ăна физкультура учителĕ Эдуард Филиппов куллен пулăшса пыни республика, çĕр-шыв тата Европа шайне çĕкленме май панине палăртрĕ, çамрăк спортсменсене Сергей Германовичран тĕслĕх илме, физкультурăпа туслă пулма чĕнсе каларĕ. ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ С. Мельников Сергей Афанасьев çакăн пек ăмăрту йĕркелесе çамрăк ăрăва сывă пурнăç йĕрки тытса пыма пулăшакан лайăх утăм туни çинчен пĕлтерчĕ. Кун хыççăн Сергей Германович спорт хăйне тĕнче курма май пани, вăл АПШ президенчĕпе Рейганпа курнăçни, Японире, Европăри чылай çĕр-шывсенче пулни çинчен каласа пачĕ, асăннă ăмăртăва яланах хутшăнма чĕнчĕ, черетлĕ ăмăрту уçăлнине пĕлтерсе, ăнăçлă стартпа финиш сунчĕ. Кĕç ку ăмăртун 2006 çулхи çĕнтерÿçисем — Алевтина Судеркинапа Оксана Хайбуллина — Чăваш Гимнĕн кĕввипе Чăваш Патшалăх Ялавне çĕклерĕç. Мăн Шетмĕ вăтам шкулĕнче пĕлÿ илекен Оля Дмитриева тата кунтан вĕренсе тухнă, халĕ чăваш культура институтĕнче пĕлÿ пухакан Артур Васильев стадиона пухăннисене савăк юрăсем парнелерĕç.
Кĕç ăмăрту та пуçланчĕ. Чи малтанах старта кĕçĕн ушкăнри, 1994—1996 çулсенче çуралнă хĕр ачасем тухрĕç. Вĕсене, старт пистолетĕнчен персе, тĕнче класлă спорт мастерĕ Сергей Афанасьев хăй 800 метрлă дистанцие ăсатрĕ. Унтан, ăмăрту программипе килĕшÿллĕн, 15—17 çулхи хĕрсемпе 40 çулхи тата унран аслăрах хĕрарăмсем (вĕсем те 800 метра чупрĕç), кĕçĕн ÿсĕмри арçын ачасем тата ыттисем старт илчĕç (вĕсен дистанцийĕ — 1500 м). Кашни ушкăнрах çивĕч кĕрешÿ пычĕ. Ăмăрту 2х200х3х400 метрлă эстафетăпа вĕçленчĕ. Вĕсенче çаксем палăрчĕç. 800 м. 1994—1996 ç.ç. хĕр ачасем. 1. Надя Федорова (Элĕк) — 2,34.04 мин. 2. Лилия Михайлова (Пикшик) — 2,47 мин. 3. Анастасия Васильева (Элĕк) — 2,49 мин. 1991—1993 ç.ç . хĕр ачасем. 1. Оксана Хайбуллина (Кĕçĕн Шетмĕ) — 2,31.83 мин. 2. Екатерина Васильева — 2,37.13 мин. 3. Ирина Ефимова (иккĕшĕ те Элĕк) — 2,46.34 мин. 40 çул тата унран аслăрах хĕрарăмсем. 1. Алевтина Судеркина (вăл хамăр районти Пăрăнтăк хĕрĕ пулнă) — 3,01 мин. 2. Валентина Андреева (иккĕшĕ те “Водоканал”, Çĕнĕ Шупашкар) — 3,04 мин.
1500 м. Кĕçĕн ушкăнри арçын ачасем. 1. Эдуард Краснов (Пикшик) — 4,51.63 мин. 2. Сергей Андреев (Элĕк) — 5,03.60 мин. 3. Иван Гаврилов (Трак гимназийĕ) — 5,14.89 мин. Вăтам ушкăнри арçын ачасем. 1. Александр Егоров — 4,22.34 мин. 2. Сергей Федоров — 4,24.11 мин. 3. Андрей Афанасьев (виççĕшĕ те Элĕк) — 4,31.20 мин. 45 çул тата унран аслăрах арçынсем. 1. Николай Моисеев (Çĕнĕ Шупашкар) — 5,20.18 мин. 2. Валерий Гурьев (Çĕрпÿ) — 5,21.77 мин. 3. Виталий Никоноров (Çĕнĕ Шупашкар) — 6,40.27 мин. Хутăшла эстафетăра (команда икĕ хĕрарăмпа 3 арçынран тăрать, хĕрарăмсен — 200-шер, арçынсен 400-шер метр чупмалла) мăншетмĕсем 4 минут та 11.30 çеккунт вăхăтпа çĕнтерчĕç. Пикшиксем — иккĕмĕш, çĕнĕшупашкарсем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Ăмăрту вĕçĕнче тĕрлĕ дистанцисенче палăрнă спортсменсемпе эстафетăра мала тухнă командăсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Калас пулать, парнисем вара самаях сумлă. Пĕрремĕш вырăн йышăннă спортсменсене Сергей Германович — кĕсье телефонĕсем, иккĕмĕш вырăна тухнисене — дивиди плеерсем, виççĕмĕшсене — хĕр ачасене — утюгсем, арçын ачасене фонарьсем парнелерĕ. Кунашкал хаклă парнесене ытти ăмăртусенче илейĕн-и, иккĕлентерет. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене чыслама С. Афанасьевпа пĕрле ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ С. Мельников, Мускаври Ленински районĕн депутачĕ А. Долгодворов, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Федоров, кунти вăтам шкул директорĕ А. Васильев, Сергей Германовичăн наставникĕ Э. Филиппов, куккăшĕ В. Константинов тата ыттисем хутшăнчĕç. С. Афанасьева паллă спортсмен пулма пулăшнăшăн А. Долгодворов Эдуард Филиппова бензопăчкă парнелерĕ.
Мăн Шетмĕ шкулĕ çитес вăхăтрах 175 çул тултарать. Çак паллă датăна халалласа В. Константинов таврапĕлÿçĕ “Аваллăхра ăс тата вăй” кĕнеке кăларнă, ăмăрту вĕçĕнче вĕсене хăнасене, командăсен представителĕсене асăнмалăх парнелерĕç те. Пĕр сăмахпа каласан, С. Афанасьев призĕсене çĕнсе илессишĕн пынă ăмăрту чăн-чăн уяв пулса тăчĕ. Сергей Германович асăннă ăмăртăва йĕркелесе ирттерме пулăшнă çынсене тата спортсменсемпе вĕсен тренерĕсене тав турĕ, тепĕр икĕ çултан пулаканнине тата массăллăнрах хутшăнма чĕнсе каларĕ, “Парнисем ун чухне те сумлисем пулĕç, килĕр, ăмăртăр, Сире хапăл тусах кĕтетпĕр. Тепре куриччен!” тесе сывпуллашрĕ.