03 октября 2008 г.
Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкула уçнăранпа 20 çул çитрĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕн маттур та пултаруллă коллективĕ вара çак уява юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче, эрне кун савăнăçлă лару-тăрура паллă тума палăртать. Пысăк ку пулăм умĕн пирĕн штатра тăман корреспондент шкул директорĕпе И. В. КУСКОВАПА курнăçнă, темиçе ыйтăва хуравлама сĕннĕ.
ЫЙТУ: Кăшт аякранах пуçăнар-ха, Ирина Васильевна, хамăр калаçăва. Шкул тунă çĕрте епле организаци вăй хунăччĕ-ши?
ХУРАВ: В. Смирнов ертсе пыракан 5-мĕш номерлĕ “Строймонтаж” организаци кунти ĕçсене лайăх пахалăхпа пурнăçланă. Строительство епле пынипе Чулхулари “Газпром” пĕрлешÿ директорĕ Л. Н. Щеголев та интересленсех тăнă.
ЫЙТУ: Ку тапхăрта шкул директорĕнче Г. П. Андреева вăй хуратчĕ вĕт-ха?
ХУРАВ: Çапла, пирĕн шкулăн пĕрремĕш директорĕ — Г. П. Андреева. Калама çук хастар, ырă кăмăллă, таса чун-чĕреллĕ те çирĕп вăй-халлă, патвар çын. Ытахальтен мар Ганна Петровна — Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. Уроксене ачасене ăнланмалла, ĕнентермелле ирттернисĕр пуçне вăл хуçалăх ыйтăвĕсемпе — шкул пуянлăхне ÿстерессипе калама çук нумай тимлерĕ. 2005 çулччен ертсе пычĕ Ганна Петровна пирĕн коллектива. Ун хыççăн коллектива Ганна Петровна евĕрех маттур та пултаруллă Н. В. Ефимова, С. М. Гаврилова ертсе пычĕç.
ЫЙТУ: Шкул ÿсĕмĕсем пирки мĕн калама пулать-ха?
ХУРАВ: Çитĕнÿсем нумаййипе мăнаçланмасăр епле тăрăн-ха? Акă, 2006 çулта Пĕтĕм Раççейри “Шкулта воспитани процесне йĕркелесси” конкурсăн “Ялти шкул” номинацийĕнче пĕрремĕшсем пултăмăр. Пĕлтĕр вара РФ Президенчĕн 1 миллион тенкĕлĕх премине тивĕçрĕмĕр. 2007 çултах пирус туртассинчен асăрхаттарассипе “Çăмăллăн сывла” программăсен республикăри конкурсĕнче мала тухрăмăр. Кунсăр пуçне эпир 2000 çулта “Çулталăк шкулĕ” республикăри конкурсăн “Савăнăç шкулĕ” номинацийĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ. 1996 тата 2000 çулсенче санитарипе гигиена енĕпе йĕркеленĕ республикăри смотр-конкурссенче те малтисем пулнăччĕ. Ытти ÿсĕмсем те çук мар савнă тăван шкулăмăрăн.
ЫЙТУ: Ачасен çитĕнĕвĕсем пирки калас пулсан...
ХУРАВ: Çирĕм çул хушшинче шкултан пĕтĕмпе 934 ача вĕренсе тухрĕ. Çак вăхăтра пурĕ 22-ĕн ылтăн медальсене тивĕçрĕç. Вĕсене ят-хушаматранах асăнса хăварассăм килет: Эльвира Антонова, Андрей Шестаков, Галина Борисова, Лариса Баранова, Александр Григорьев, Любовь Никифорова, Вероника Карпова, Ольга Петрова, Евгений Иванов, Джульетта Столяренко, Татьяна Суховетрюк, Наталья Борисова, Лариса Васильева, Ксения Григорьева, Татьяна Соснова, Валерия Тихонова, Ирина Филлипс, Марина Ермакова, Анастасия Александрова, Анастасия Гурьева, Ольга Иванова тата Екатерина Окликова. Тата 57 хĕрпе яш пирĕн вăтам шкула кĕмĕл медальсемпе вĕçлерĕç. 1998 çулта, ав, 11 класс вĕренекенĕ Кристина Маркова Нью-Йоркра, Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕн штаб-хваттерĕнче пулса курчĕ, “Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕ тата Раççейри çын прави” конкурсра иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ (ертÿçи — Ф. Е. Петрова социаллă педагог). Çав çулхинех пирĕн ачасенчен тăракан “Кăмăлпи” фольклор ансамблĕ (ертÿçи — З. П. Михайлова) Берлин хулинче пурăнакансене концертпа савăнтарчĕ. О. Кускова вара (ертÿçисем — Н. В. Никитинапа С. И. Емельянова) 2004 çулта шкулти ачасен обществăлла организацийĕн чысне Пĕтĕм Раççейри “Орленок” лагерьте хÿтĕлерĕ, Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Кун пек тĕслĕхсем татах та илсе кăтартма пулать.
ЫЙТУ: Ирина Васильевна, калăр-ха, тархасшăн, шкулта спорт юхăмĕ епле аталаннă?
ХУРАВ: Сывă пурнăç йĕркине çирĕплетессипе çыхăннă çак ыйтăва тĕрĕсех хускататăр Эсир. Физкультурăпа спорт, чăннипе, шкул пурнăçĕнче вĕренÿпе пĕрлех яланах тĕпре пулнă, пулĕ те. Пирĕн вĕренекенсемпе вĕрентекенсем район шайĕнче иртекен, паллах, республикăри ăмăртусене те, тăтăшах хутшăнма çине тăнă. Çитĕнĕвĕсем те пур. Калăпăр, Юрий Ефремов 2000 çулта хĕллехи полиатлон енĕпе, Дмитрий Григорьев вара 2003 çулта ирĕклĕ майпа кĕрешсе спорт мастерĕсем пулса тăчĕç. Спорт мастерĕн кандидачĕсем те (ытларахăшĕ — ирĕклĕ майпа кĕрешессипе) 13-ĕн тухнă шкултан. Физкультура учителĕ В. И. Павлов ертсе пынипе çамрăк футболистсем республика шайĕнче те палăрчĕç.
ЫЙТУ: Кăçал вĕренсе тухнисем пирки мĕн калама пултаратăр, Ирина Васильевна?
ХУРАВ: 44-ăн вĕренсе тухрĕç, çав шутран 68 проценчĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕчĕ, вĕсенчен 76 проценчĕ бюджет никĕсĕ çинче пĕлĕвне ÿстерет. Шкулта Пĕрлехи патшалăх экзаменне хатĕрленессипе хăйне евĕр тытăм йĕркеленнĕ. Ку енĕпе кăçалхи вĕренÿ çулĕнче ашшĕ-амăшĕсен 2 пухăвне ирттернĕ (вĕсене, паллах, вĕренекенсем те хутшăннă). Çавăн пекех Хусанти химипе техника институчĕн преподавателĕсемпе тĕл пулу йĕркеленĕ. Малашлăх планĕнче — хамăр патра И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнчи пулас инженер шкулне уçасси.
ЫЙТУ: Хальхи вăхăтра шкулăн пурлăхпа техника бази еплерех-ши?
ХУРАВ: Чухăн теместпĕр. Шкулта халĕ çĕнĕ йышши 31 компьютер, 11 ноутбуклă мобильлĕ класс, интерактивлă комплект, 1 видеокамера, цифрăллă икĕ фотоаппарат, тĕрлĕ тĕспе кăтартакан 3 телевизор, çавăн чухлех сканер, 5 принтер, музыка центрĕ, 5 проектор тата ытти те пур. РФ Президенчĕн премийĕпе классенчи сĕтел-пукана çĕнетрĕмĕр. “Газпром — ачасене” программăпа килĕшÿллĕн, шкул тĕрлĕ спорт оборудованийĕпе — матсемпе, волейбол, футбол, баскетбол мечĕкĕсемпе пуянланчĕ.
ЫЙТУ: Ирина Васильевна, паллах, пĕтĕм ÿсĕм-çитĕнÿсен çăлкуçĕ — педагогсем. Сирĕн шкулта чăннипех те маттур та сатур учительсем ырми-канми вăй хунине аван пĕлетпĕр. Çапла мар-и?
ХУРАВ: Çапла. 12-ĕн, ав, кунта шкул уçăлнăранпах вăй хураççĕ. Ветеран-педагогсем — Н. А. Андреевпа Г. П. Андреева — çут ĕç отличникĕсем, РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ учителĕсем. Л. А. Петрова — “РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ”, О. А Григорьевапа Р. П. Михайлова — “Халăха вĕрентес ĕç отличникĕсем”. Н. В. Ефимовапа М. Д. Голубев “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ята çĕнсе илнĕ. Ф. Е. Петрова, З. П. Михайлова, Е. Г. Григорьева, Г. В. Никифорова, Л. А. Голубева, Н. В. Никитина, Э. В. Кузьмина, Р. В. Андреева тата ыттисем — РФ вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем. Тăххăрăн, çав шутра Л. Н. Крутова, С. М. Гаврилова, З. П. Михайлова, В. М. Михайлов, Г. В. Никифорова, Н. В. Ефимова, Л. А. Голубева, Л. Ю. Илларионова та эпĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 100-шер пин тенкĕлĕх грантне тивĕçрĕмĕр. Е. Г. Аркадьева вара Чăваш Республикин Президенчĕн 10 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илчĕ.
ЫЙТУ: 2008 çул — Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкĕ...
ХУРАВ: Эпир ырă ĕçсенчен аякра тăмастпăр. Ку енĕпе шкулта тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттертпĕр. Ав, “Манăн çемье — манăн крепость” презентацисен конкурсĕ пырать. Сала урамĕсене тирпей-илем кĕртес, ача сачĕсене, Карайпа Чатукассинчи ватăсен çурчĕсене пулăшу кÿрес, сахал тупăш илекен çемьесене çăмăллăхсем парас, ытти енĕпе нумай ĕçлетпĕр.
КОРРЕСПОНДЕНТ: Ирина Васильевна, пирĕн калаçу вĕçленсе пырать пулас? Шкулăн 20 çулхи юбилейĕпе мĕн каланă пулăттăр-ха?
ХУРАВ: Пирĕн шкулпа çыхăннисене — ветеран-педагогсене, ĕçтешсене, кунтан вĕренсе тухнисемпе халĕ пĕлÿ илекенсене, ашшĕ-амăшне, строительсене юбилей тата Учитель кунĕ ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатăп, çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас çĕрте ÿсĕм хыççăн ÿсĕм туптама пархатар вăй-хăват, телей, ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатăп. Пĕрле пулсан, эпир — маттур та телейлĕ!