03 октября 2008 г.
Çÿлтен панă хушусем тăрăх, районта ачасем вут-кăварпа ашкăннинчен, вĕсен хăрушсăрлăхне йĕркелес, гражданла хÿтĕлев енĕпе уйăхлăхсем пыраççĕ. Вĕсем вăхăтĕнче вĕрентÿ учрежденийĕсенче, ятарлă графикпа килĕшÿллĕн, пушара хирĕçле тематикăпа калаçусем ирттереççĕ. Красноармейскинчи 32-мĕш пушар чаçĕн никĕсĕ çинче вĕренекенсем валли экскурсисем, пушар хăрушсăрлăхĕ пирки занятисем йĕркелеççĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене ачасене “Сирĕн хăрушсăрлăх азбуки”, “Шкулсем валли инструктаж”, “Пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсем” методика материалĕсемпе тата мультфильмсемпе усă курса вĕрентеççĕ. Пур шкулсенче те ăнсăртран пушар тухас-тăвас пулсан, çынсене эвакуацилемелли плансене практикăра пурнăçласа-тĕрĕслесе пăхаççĕ. Кунсăр пуçне вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем 32-мĕш пушар чаçĕнче пушарпа техника минимумне алла илнĕ.
Гражданла хÿтĕлев уйăхлăхĕ пынă тапхăрта шкулсенче “Эпĕ тата пушар хăрушсăрлăхĕ” районти конкурсăн 1 этапĕ иртет.