АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гектартан — 27,7 центнер

03 октября 2008 г.

 

Тулли мар яваплă “Таябинка” агрофирма пĕрлешÿре кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1700 ытла гектар акса çитĕнтерчĕç. Ку ĕçе технологие çирĕп пăхăнса пурнăçланă: мĕн пур вăрлăха имçамласа тата минераллă удобренисемпе пĕрле варăнтарнă. Кайран калчасене минераллă удобренисемпе апатлантарнă, çум курăксемпе кĕрешсе, гербицид сапнă. Çавна май тĕш тырăсем хÿхĕм çитĕннĕ. Ăнса пулнă тырра туллин алла илес тесе, вырмара пĕрлешÿ уй-хирĕсенче хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ. Федор Яковлевпа Александр Петров комбайнерсем хăйсене шанса панă “Дон-1500Б” “уй-хир карапĕсене” тухăçлă ĕçлеттерчĕç. Вĕсенчен пĕри — 18688, тепри 17990 центнер тĕш тырă çапса илме пултарчĕ. Ку пĕрлешÿре тыр-пулăн гектарти вăтам тухăçĕ 27,7 центнерпа танлашать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика