АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ уява пĕрле

03 октября 2008 г.

 

“Новая сила” хуçалăхра вăй хуракансемпе Кĕçĕн Чуллăра пурăнакан ватăсем октябрĕн 1-мĕшĕнче пĕр харăс икĕ уява — Ватă çынсен кунĕпе ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне — пĕрле паллă турĕç. Ун чух кунта уй-хир ĕçĕсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, ĕçри хастарсене чысларĕç. В. Никитин ертÿçĕ Галина Иванова свинарка хастарлăхне уйрăммăн палăртрĕ. Вăл кăçал хăйне çирĕплетсе панă кашни амаран вăтамран 20 çура ытла илнĕ-мĕн. Валерий Васильевич кунпа пĕрлех Алевтина Павлова ĕçчене те ырăпа асăнчĕ. Уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ тата Ватă çынсен кунне паллă тунă май, хуçалăх правленийĕ хастарсемпе ветерансене шашлăкпа, чашмапа тата ыттипе хăналарĕ. Пĕр сăмахпа каласан, кĕçĕнчуллăсен сĕтелĕ те тулăх пулчĕ. Юлашкинчен районти халăх пултарулăх çурчĕн юрă-ташă ăстисем концерт лартса пачĕç. Ку ял çыннисемпе ĕç ветеранĕсем асăннă мероприятипе кăмăллă юлни çинчен пĕлтерчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика