03 октября 2008 г.
Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн, ку территорири ватăсене сентябрĕн 29 — октябрĕн 1-мĕшĕсенче уяв ячĕпе саламлама палăртнă. Çапла вара çак кунсенче ял тăрăхĕнче, культурăра, библиотекăра вăй хуракансем, кĕрхи çанталăкăн тĕрлĕ пулăмĕсене пăхмасăр, вунă ялти 375 ватăна харпăр хăй килне пырса саламласа тухрĕç, парнесем пачĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, ку уяв пирĕн патра ял тăрăхĕпе 2 хуçалăх (“Нивăпа” “Красное Сормово”) йĕркеленипе иртет. Кăçал та вĕсем укçа уйăрса пулăшрĕç.
Ватăсем хăйсене хисеп тунăшăн ял администрацийĕпе хуçалăх ертÿçисене тав сăмахĕсем каларĕç.