03 октября 2008 г.
Ватă çынсен Пĕтĕм тĕнчери кунне, çĕр-шывпа республикăри тата районти пекех, Еншик Чуллă ял тăрăхне кĕрекен Еншик Чуллăпа Именкассинче, Кĕçĕн Чуллăра та савăнăçлăн паллă турĕç. Асăннă мероприятине тивĕçлĕ шайра ирттерме ял тăрăхĕн администрацине, Г. Васильев пуçлăх пĕлтернĕ тăрăх, тулли мар яваплă “Таябинка”, “Прогресс”, “АиКо” пĕрлешÿсемпе “Алла”, “Надежда” уйрăм предприятисем, “Аурат-СВ” пулас завод спонсорла пулăшу кÿнĕ. Çавна май пур çĕрте те уяв сĕтелĕсем апат-çимĕç тĕлĕшĕнчен тулăх пулчĕç.
Аслăчуллăсемпе еншиксем октябрĕн 1-мĕшĕнче ялти вăтам шкул столовăйне пуçтарăнчĕç. 28-ăн. Вĕсенчен чылайăшĕ хăйсен ĕмĕрне тăван хуçалăхра, ытти сферăсемпе отрасльсенче вăй хурса ирттернĕ. Кашнин кун-çулĕ хăйне евĕр. Иртнĕ вăхăта, çамрăклăха каялла тавăрса аса илчĕç ĕç ветеранĕсем. Кашниннех пĕр-пĕринпе пайланмалли тупăнчĕ.
Хисеплĕ ватăсене Еншик Чуллă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Васильев, райадминистрацин социаллă аталану секторĕн заведующийĕ В. Лукин, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн представителĕ Л. Хитрина, “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕн пай редакторĕ В. Егоров аслă ăру çыннисен уявĕ ячĕпе ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх, телей сунчĕç.
Геннадий Трифонович уява пухăннисене ку тăрăх территорийĕнчи çĕрсене акса-лартса тăвакан “Таябинкăпа” “Прогресс”, “АиКо” пĕрлешÿсемпе “Заряпа” “Новая сила” хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсене мĕнле туса пынипе, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес тĕлĕшпе еплерех вăй хунипе, Людмила Ивановна пенсипе тивĕçтерес çĕрти тата ытти çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç. Ватăсем вĕсен пĕлтернипе кăмăллă юлчĕç, кунпа пĕрлех хăйсене хумхантаракан ыйтусене те тапратрĕç. Аслă Чуллăри Юлия Федоровна хăйĕн пенси укçи пĕчĕк пулнипе кăмăлсăр.
Аслă Чуллăри Глафира Васильева хăйĕн пахчине “Прогресс” пĕрлешÿ выльăхĕсем карта çĕмĕрсе кĕрсе тустарни, кун пирки хуçисене каласан та нимĕнле мера та йышăнманни пирки пăшăрханса пĕлтерчĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен ватăсем хăйсене çавăн пек уяв туса панипе кăмăллă юлчĕç, “самани лайăх пултăрччĕ çеç”, терĕç.