03 октября 2008 г.
Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ” республика патшалăх учрежденийĕнче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнисем те савăнăçлă лару-тăрура ирттерчĕç. Асăннă коллективра вĕсем мĕн пурĕ — 15-ĕн.
Уяв ячĕпе пухăннисене “Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕп редакторĕ И. Прокопьев, кунти ветерансен канашĕн председателĕ Г. Ефимов тата А. Павлова, Л. Александрова, Л. Алексеева, Е. Сергеева пенсионерсем саламларĕç, пурнăçра, ĕçре ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Уяв юрă-ташăпа вĕçленчĕ.