АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр сăмах — çук!

30 сентября 2008 г.

 

Наркотике, паллă ĕнтĕ, тухтăрсем “шурă вилĕмпе” танлаштараççĕ. Унпа туслашнă çын йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкет, сывлăхĕ хавшать. Çыннăн вĕренес е ĕçлес пултарулăхĕ чакать.

Акă, кăçалхи çур çулта, тĕрĕслев вăхăтĕнче Чăваш Енре наркотикпе çыхăннă 289 преступление тупса палăртнă.

Чи хăрушши — асăннă чирпе çул çитмен çамрăксем çывăхланни. Ача-пăчана наркотикпе туслашма тĕрлĕрен сăлтав хистет: тус-юлташсен витĕмĕ, хăйсене ирĕклĕ, никама пăхăнман пек тытма хăнăхни, йывăр ыйтусемпе чăрмавсенчен пăрăнма çине тăни.

Тĕрлĕ препаратсемпе усă кураканăн шухăш-туйăмĕ тĕрлĕрен çуралать. Пĕрисем хăйсене çăмăл, çаврăнăçуллă, вăйлă туяççĕ. Теприсем лăпкă, кирек мĕнле йывăрлăх пирки те манаççĕ. Наркотикпе пĕр-икĕ хут усă курсанах çын тĕпсĕр авăр ытамне лекет, ăна психика тĕлĕшĕнчен парăнать. Енчен те çĕнĕ доза пулмасан, наркоман вĕчĕрхенме, тарăхма пуçлать, тимлĕхне çухатать, часах ывăнать. Пĕртен-пĕр шухăш — мĕнле майпа наркотик тупасси? Вăл кĕлеткипе те, ăс-тăнĕпе те — наркотик тыткăнĕнчех. Ăна пула шалти органсем, пĕверпе пÿре уйрăмах чирлеççĕ.

Наркомансем пÿрлĕ чирсемпе, тромбозпа, венăсен шыççипе, гепатитпа чирлеççĕ. Ачасемпе наркотик сиенĕ, вăл сывлăхшăн еплерех сиенлĕ пулни, вĕлерме пултарни пирки час-часах калаçмалла, çав япалана вăйпа сĕнекен çынна хирĕç “çук!” тесе хуравлама вĕрентмелле.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика