30 сентября 2008 г.
Гепатит — пĕвере шыçтаракан чир. Паллă ĕнтĕ, апат ирĕлтересси, юн тасалăхне тытса пырасси, тĕрлĕ инфекципе кĕрешесси — пĕтĕмпех пĕверпе çыхăннă. Ытларах чухне ăна тĕрлĕрен наркăмăш, вируссем амантаççĕ. Халь, наука тĕпченĕ тăрăх, гепатит ертекен 10 вируса тупса палăртнă. Вĕсене А, В, С, Д, Е тата ытти саспаллисемпе уйăраççĕ. Акă, Раççейре ытларах “В” тата “С” гепатитсем сарăлнă, Чăваш Енре “В” гепатит виçĕ хут нумайрах тупăнать. Кусем пĕвере майĕпен амантса пырса цирроз е пĕвер ракĕ патне илсе çитереççĕ.
Вирус юн е ытти шĕвексем çынна çаклансан, ултă уйăха пыракан вăрттăн тапхăр хыççăн, чир-чĕр тапранать. Гепатит “В” ертекен юн тумламĕ — 1мл 107 пайĕ çеç. Ăна ахаль куçпа кураймастăн. ВИЧ ертекен юн тумламĕ 1мл 1Ĕ100 пайĕнчен кая мар пулмалла. Сăмахран, коллективра е çемьере чирлĕ çын пулсан чир сыввисенне юна лекме пулăшакан япаласем çаксем: бритва, расческа, хачă, маникюр, пирсинг, хăлха шăтарни. Ар çыхăнăвĕ урлă та чир çăмăллăнах сарăлать. Вирус ертнĕ амăшĕнчен те çуралакан ачи çине чир куçать.
Çĕр-шыври “Сывлăх” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, пирĕн районти çынсен сывлăхне упрама 3150 доза гепатит “В”-ран сыхланмалли вакцина уйăрса панă. Хăвăр сывлăха сыхлас тесен, вакцинаци тутармасăр ан юлăр.