АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çывăх тус-юлташпа тĕл пулнă самантсем

30 сентября 2008 г.

 

Пулайкассинче пĕрре кăна мар пулса курнă эпĕ. Журналист çул çÿревĕпе те, тус-юлташсем пырса курма чĕннипе те çыхăннă ку. Мĕнле калаççĕ-ха, çĕр тенкĕ пуличчен çĕр тус пултăр, теççĕ халăхра. Пулайкасси ялĕ мана çакăнта çуралса ÿснĕ, халь Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă Валериан Кузьмич Кузьминпа çывăх. Кăçалхи августăн 20-мĕшĕнче вăл 70 çул тултарчĕ. Турă пулăштăр, вăрăм кун-çул сунатăп Валериан Кузьмича.

Чи малтанхи тĕл пулăва аса илем-ха. Тăхăрвуннăмĕш çулсенче пулнăччĕ ку. Çĕнĕ Шупашкара, мăшăрăн пиччĕшĕ патне, çула май, кĕнĕччĕ. Геннадий Михайлович Гаврилов хулари коммуналлă службăра ĕçлет. Кăнтăрлахи апата килнĕ май, хăйпе юнашар ларакан, сарлака хул-çурăмлă арçынпа паллаштарчĕ пичче. Капăр тăхăннă, вашават калаçать. Чăвашла та, вырăсла та питĕ яка сăмахлать арçын.

— Валериан Кузьмич пулатăп эпĕ. Эсир Трак тăрăхĕнчен пулнине пĕлсен, тÿсеймерĕм, паллашасах килчĕ, — сарлака аллисене тăсрĕ Валериан Кузьмич. — Пулайкассинчен тухнă эпĕ. Унта манăн 85 çул тултарнă апай пурăнать.

Ĕлĕкрех Пулайкассипе çырма урлă вырнаçнă яла Çырмапуç тенипе пĕлнĕ.

Кунĕ çав кун эрне кунччĕ пулас. Валериан Кузьмич яла васкама тăхтама хушрĕ.

— Георгий, тен, шăмат кун манăн мунчара çăвăнса реххетленĕн. Инçех те мар, Кÿкеçри дачăна çитсе килĕпĕр виçсĕмĕр. Çураçмалла-и?— пăсланакан чей куркине хăй патнерех шуçтарчĕ тухтăр.— Çапла, эпĕ тухтăр пулса ĕçлетĕп.

Валериан Кузьмич Кузьмин Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча больницин хирурги уйрăмĕнче заведующире вăй хурать-мĕн. Çамрăк хула никĕсленнĕренпех çак йышра — аслă категориллĕ хирург, медицина ĕçĕ-хĕлĕн паллă специалисчĕ.

Ун чухне Кÿкеçе автобуспа çитрĕмĕр. Чăннипех те кăмăла тивĕçтерекен, хыр йывăçран çыпăçуллă пураласа хăпартнă, эрешлесе капăрлатнă хура мунчара çăвăнтăмăр виçсĕмĕр. Çапăнмалли лапки те меллĕ, тухса уçăлса лармалли вырăнĕ те кăмăллă. Сив шывĕ те юнашарах, çырмана анма икĕ-виçĕ утăм кăна.

Валериан Кузьмич хăйĕн тăван кĕтесне çитсе курас шухăшлăччĕ. Амăшне — Фекла Дмитриевнана — питĕ хаклатчĕ, юрататчĕ. Вăл виçĕ ывăл та виçĕ хĕр пăхса ÿстернĕччĕ. Чи асли — Валериан, ун хыççăнхи Николай тата хĕрĕсем тăван киле çул такăрласах тăнă çав.

Пулайкассинче Фекла Дмитриевана ватти-вĕттипех Куçма карчăкки, тетчĕç. Инке, акай, мăнакай тесе калакансем те пурччĕ.

— Эпир апайпа умлă-хыçлăн уйăхсенче çуралнă. Эпĕ çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче 60 çул тултартăм. Апай, акă, авăн уйăхĕнче 85-е çитрĕ, халь ăна çак ятпа саламлама васкасах килтĕмĕр, — тенĕччĕ тухтăр 1998 çулхи авăн уйăхĕн пĕр каçхине Пулайкассинче. — Манăн хаклă мăшăрăм — Нина Петровна — апай валли ятарласа çăм çиппинчен кофта çыхса килчĕ.

Халь иртнĕ вăхăт тĕлĕкри пек кăна. Пулайкассинче пурăннă ăш пиллĕ, чун уççилĕ ватă — Хветле кинемей — пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Кил вырăнĕ пушах лармасть. Валерианăн шăллĕ — Николай — çĕнĕ çурт çавăрнă. Шупашкарта пурăнать пулин те, çемйипех килсе çÿрет.

Шел, йĕпе çине сапа тенешкел, Валериан Кузьмичăн юратнă арăмĕ — Нина Петровна — вăхăтсăрах пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Автотранспорт аварийĕнче вилмеллех сусăрланчĕ.

Тăван кĕтесре пулнă май, Красноармейскине те çитсе çаврăнатчĕ Валериан Кузьмич. Пĕр суйлавра 34-мĕш Çĕнĕ Шупашкар суйлав округĕпе ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне суйланнăччĕ, Пĕчĕк Супарта çуралнă ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Валериан Карповпа туслăччĕ. Пĕррехинче пирĕн патри — Красноармейскинчи — хваттере те çитсе курчĕç. Çак тĕл пулу икĕ-виçĕ çул каяллахи ĕнтĕ.

— Валериан Кузьмич, Çĕнĕ Шупашкарта çÿренĕ чух сире сума сусах пуль: ача-пăча хирургийĕн аксакалĕ, теççĕ. Сирĕн хирурги уйрăмĕнче, сăмахран, çулталăкра 900-е яхăн операци тунине илтнĕччĕ, — ыйтуллăн пăхнăччĕ ентешĕмĕр-хирург çине.

— Çапла,— килĕшрĕ Валериан Кузьмич,— пирĕн тем те пулса иртнĕ. Пĕррехинче Патăрьел районĕнчен питĕ йывăр чирлесе кайнă арçын ачана илсе килчĕç. Температури 40 градуса çити хăпарса кайнă. Микробсем юн тымарĕсем тăрăх организмра саланнă, ÿпкере, чĕрере, шăмăсенче деструктивлă процессем пуçланнăччĕ. Анчах та пире ку ачана ура çине тăратма май килчĕ. Чылай çулсем хыçа юлсан, тăруках унпа курнăçрăм. Халĕ вăл Шупашкарти больницăсенчен пĕринче ĕçлет.

Хирург кирек кама та хăйĕн кăмăл уççипе хавхалантарма, шÿтлесе калаçма пултаракан çын пулнипе паллă. Çынна пĕр сăмахранах итлеме, кирлĕ сĕнÿ-канаш пама пĕлнипе палăрать.

— Вунçиччĕре Улатăрта ялти фельдшер профессине вĕрентĕм. Ун хыççăн — Хĕвел тухăç Казахстанри пограничниксен заставинче çар фельдшерĕнче. Пĕлетĕр-и, казахсен Президенчĕпе Нурсултан Назарбаевпа пĕрле службăра пулнă эпĕ. Служба хыççăн Чулхулари медицина институтĕнче вĕреннĕ. Професси тата шăпа мана Çурçĕре илсе çитерчĕ. Поляр унки леш енче 6 çул чирлисене операци турăм,— хăй ĕçне çапла пысăка хурса хаклать Валериан Кузьмич. — Ачасен ал-ура шăммине хуçнипе, пуç мимине чĕтрентернипе, электричество токĕ çапнипе, тĕрлĕ органсем пÿрленсе шыçнипе тата ытти чирсемпе те йышăннă эпĕ.

Вăт çавăн пек çын вăл — ача-пăча тухтăрĕ — хирург, Пулайкассинче çуралнă ентешĕмĕр. Ăна пĕрле ĕçлекенсем тата çывăх çыннисем хисеплесе Кузьмич, теççĕ.

Анчахрах райхаçат редакцинче Яманакра пурăнакан Эдисон Патмар писатель пулчĕ. Вăл Валериан Кузьмич тухтăр çуралнăранпа 70 çул çитнипе вырăсла “25 тысяч спасибо” кĕнеке пичетлесе кăларнă. Чăнах та, ентешĕмĕршĕн, паллă çыннăмăршăн çав тери хаклă, асра юлмалли парне вырăнĕнчех ку.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика