АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупуçĕнче — хăнара

30 сентября 2008 г.

 

Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти пленумĕнче Шупуç, Кивьял, Туканаш, Вăрманкас ялĕсенчи ветерансен канашĕн председателĕ Р. Д. Репин отчет туса панăччĕ. Ун чухне пленума хутшăннисем Радомир Дмитриевичăн ĕçне ырланăччĕ, унăн опычĕпе вырăна кайса паллашма пулнăччĕ.

Сентябрĕн 22-мĕшĕнче районти ветерансен пуçламăш организацийĕсен председателĕсем Шупуç ялĕнче пулса курчĕç, Р. Д. Репин ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç, питĕ кăмăллă юлчĕç. Вăл ветерансен канашĕн председателĕсĕр пуçне Шупуç ялĕн старости те. Хăй вăхăтĕнче ку тăрăхри ялсене газ кĕртес тĕлĕшпе çав тери нумай ĕçленĕ.

Хăнасем Р. Д. Репинăн хуçалăхĕпе те паллашрĕç. Виçĕм çул ветерансен канашĕсен председателĕсем Муркаш районĕнчи Ванюшкин пахчаçă патĕнче пулса курнăччĕ. Ватăсем Радомир Дмитриевичăн сачĕпе паллашсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Мĕн тĕрлĕ сортлă пахча çимĕç çитĕнмест-ши, иçĕм çырли кăна виçĕ тĕслĕ.

Р. Д. Репинăн видеокамера та пур. Вăл унпа хăйсен ялĕнчи хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем вылянă “Нарспи”, “Кай, кай Йăвана” спектакльсене ÿкерсе илнĕ. Хăнасем вĕсене курса киленчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика