АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Шкул рекорчĕ пулчĕ ĕнер”

30 сентября 2008 г.

 

Сентябрĕн 26-мĕшĕнче пшонкăсен “иккĕмĕш çăкăр” пуссинче халăх кăткă пекех хĕвĕшетчĕ. Еншик Чуллă вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем ĕçлеççĕ-мĕн кунта.

— Тăваттăмĕш кун ĕнтĕ çакăнта çĕр улми пуçтаратпăр, — тет пиллĕкмĕшсен класс ертÿçи Светлана Викторовна Монарева. — 5—11-мĕш классенче вĕренекенсем. Ĕнер 40 йăран çинчине пухрăмăр. Паян эпир килнĕ çĕре тата 64 кăларса хунă, пуçтар кăна…

Çĕр улмийĕ шап-шурах выртать. “Нива” хуçалăхăн тĕп агрономĕ О. Козлова пĕлтернĕ тăрăх, “иккĕмĕш çăкăрăн” гектарти вăтам тухăçĕ — 190 центнера яхăн. Копалкăсене Юрий Козловпа Юрий Дмитриев механизаторсем ĕçлеттереççĕ-мĕн. Ольга Васильевна еншикчуллăсен ĕçĕпе кăмăллă.

Çĕр улми пуссинче ачасен сасси тăрать, шÿтле-шÿтле, кула-кула ĕçлеççĕ вĕсем, пĕр-пĕринпе ăмăртмаллах пуçтараççĕ. Куç умĕнчех “иккĕмĕш çăкăр” тултарнă михĕсемпе сеткăсен хисепĕ ÿссе пырать. Ретĕн-ретĕнех ларса юлаççĕ вĕсем.

— Ĕнер шкул рекордне лартрăмăр, 33 тонна çĕр улми пухса ăсатрăмăр. Малтанхи кунсенче ку кăтарту 23—25 тоннăпа çеç танлашнăччĕ. Пуçтаракансем 70-ĕн. Вĕсене 6 класс ертÿçи пулăшать. Грузчикĕсем те хамăрăнах, вĕсем — 10-ăн. Çак йышшăн 33 тонна сахал мар... — тет шкулти класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркелесе пыракан Владимир Абрикосов.

Çапла, çĕр улми пуссинче ирхи 8 сехетрен пуçласа 16 сехетчен ачасем ăмăртсах ĕçлеççĕ, “Нива” хуçалăха пулăшу кÿреççĕ, хăйсем валли вĕри апат пĕçерме продукци хатĕрлеççĕ тата ытти те.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика