АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техникăна управа лартассипе — смотр-конкурс

30 сентября 2008 г.

 

Ял хуçалăх техникине сыхлассине, ăна упрамалли пурлăх базине, машинăсене пăхса тăрассине тата юсассине лайăхлатас, республикăри агропромышленность комплексĕнчи организацисен машинăпа трактор паркĕсенче йĕрке туса хурас, инженери культурине ÿстерес, çавăн пекех хăй тĕллĕн куçса çÿрекен машинăсемпе ытти техникăсене техника тĕлĕшĕнчен мĕнле пулнине Патшалăх инспекцийĕ енчен пăхса тăрассине, “Ял хуçалăхĕнче усă курмалли техника. Упрамалли йĕрке” 7751-85 ГОСТ ыйтнисене пăхăнса ял хуçалăх техникине нумай вăхăтлăха упрама вырнаçтарса лартнине тĕ-рĕслессине вăйлатас тĕл-левпе Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерствипе хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе ытти техникăсене техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăракан Патшалăх инспекцийĕ пĕрле октябрĕн 1—24-мĕшĕсенче смотр-конкурс ирттересси пирки приказ кăларнă. Тĕрĕсленĕ чух ял хуçалăх техникине нумай вăхăтлăх управа лартни, территорине тимĕр-тăмăртан тасатни, ĕç сыхлавĕпе хăрушсăрлăх техники ыйтнисене тĕпе хуни çине уйрăмах пăхмаллине палăртнă.

Асăннă приказпа килĕшÿллĕн, район пуçлăхĕ С. Николаев Трак енри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче техникăна хĕллехи управа лартассипе октябрĕн 1—24-мĕшĕсенче смотр-конкурс ирттересси çинчен йышăну тунă. Ку мероприятине йĕркелесе ирттерес тата унăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетес тĕлĕшпе 5 çынран комисси туса хунă, унăн председателĕ — патшалăх технадзорĕн районти инспекцийĕн начальникĕ Ю. В. Агатьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика