АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăка сыхласси — кашнин таса тивĕçĕ

30 сентября 2008 г.

 

(“Çавра сĕтел”) хушшинчи тĕл пулуран)

Сентябрĕн 23-мĕшĕнче, ытлари кун, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕн ĕç пÿлĕмĕнче çут çанталăка сыхлас ыйтусемпе “Çавра сĕтел” хушшинчи тĕл пулу иртрĕ.

Унăн ĕçне райхаçат журналисчĕсемпе пĕрле обществăлла корреспондентсем, ял хуçалăх пайĕн яваплă ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

“Çавра сĕтел” хушшинчи тĕл пулăва уçнă май, редактор тивĕçĕсене туса пыракан Виктор Данилов экологи темине райхаçатра тытса пыма тăрăшнине, ку ыйтăва çутатас çĕрте редакцие обществăлла корреспондентсем пысăк пулăшу кÿнине палăртрĕ. Унтан вăл райхаçат редакцийĕн социаллă ыйтусен пайĕн редакторне Георгий Ефимова сăмах пачĕ. “Паянхи кун тĕлне редакци 647 çыру илнĕ, вĕсенчен 300-шĕ ял хуçалăх, тирпей-илем, строительство ыйтăвĕсемпе çыхăннă. Красноармейскинчи Леонид Антонов, Именкассинчи Константин Шачкин, Йÿçкассинчи Алевтина Тимофеева обществăлла корреспондентсем çут çанталăка сыхлас ыйтăва çивĕч çĕклеççĕ. Анчах та вĕсенче тата журналистсен материалĕсенче кăтартнă çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе мĕн туни çинчен тивĕçлĕ çынсенчен хуравсем кĕтсе илейместпĕр”, — терĕ Георгий Леонидович.

Вăл çавăн пекех тасалăхшăн райцентрти тĕп урамра çеç тăрăшни, ытти урамсенче, çывăхри Васнарпа Вутлан ялĕсенче, чылай çĕрте тирпей-илемшĕн тимлесех кайманнине пĕлтерчĕ. Кунпа пĕрлех Г. Ефимов хăш-пĕр учрежденисем хăйсен территорийĕсенче йĕрке тăвассипе ĕçлеменнине, вĕсенче вăй хуракансен ку енĕпе РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнчен тĕслĕх илмеллине палăртрĕ.

— Райцентр урамĕсемпе çĕрĕ-çĕрĕпе мĕн чухлĕ автомашина ĕрĕхтерсе çÿрет, вĕсем мĕн чухлĕ газ кăларса сывлăша варалаççĕ, сывлама та йывăр тепĕр чух. Çав хушăрах ГИБДДăн районти инспекцийĕн ĕçченĕсем йĕркене пăсакансене, çынсен канлĕ ыйхине татакансене хăш-пĕр чухне чарса çитереймеççĕ, — хăйне канăçсăрлантаракан ыйтусене малалла тăсрĕ Георгий Леонидович.

Г. Ефимов хăй чăн-чăн çут çанталăк тусĕ пулнă май, çулленех йывăç-тĕмсем нумай лартать, кĕвĕç чунлисем çын ĕçленине юратманнипе чипер чĕрĕлсе вăй илнĕ йывăçсене хуçса пĕтерни, çавна пăхмасăр хăй тата çĕршер йывăç лартса чĕртме шухăш тытни, Пайсупин ялĕнчи стадион пуçĕнче, ку ялсене автобус маршручĕ уçса панă Виталий Афанасьева хисеплесе, 7 çынран тăракан пуçаруллă ушкăн ун ячĕпе йывăçсем лартса 800 метр тăршшĕ аллея хывма йышăнни çинчен пĕлтерчĕ. Георгий Леонидовича ялти сад шăпи питех те канăç памасть, “ăна хăвăртрах шанчăклă çын аллине парасчĕ”, — тет вăл.

В. Егоров журналиста хуçалăхсенче ĕç культури уксахлани, чылай фермăсенчи тасамарлăх тата ытти те пăшăрхантарать. “Райцентрти пĕвесене юшкăн тăпринчен тасатрĕç, анчах пĕрне, райсельхозтехникăнне, тĕкĕнмерĕç. 2—3 çул каялла кунти тирексене касма-иртме тытăннăччĕ. Шел, ĕçе вĕçне çитермерĕç, каснă хăш-пĕр йывăçсем паян кун та пĕвене тасамарлантарса выртаççĕ. Кам кунта йĕрке тăвĕ, паллă мар. Леонид Антоновпа Константин Шачкин обществăлла корреспондентсем тăван тавралăха варалани пирки çырнă материалсенче кăтартнă вырăнсене районти яваплă çынсем çу кунĕсенче ятарлă комиссипе кайса тĕрĕслетпĕр терĕç, шел сăмахĕ ĕçпе çирĕпленмерĕ”, — ас илтерчĕ вăл.

Йÿçкассинчи обществăлла корреспондент Алевтина Тимофеева хăйне хумхантаракан темăна хальхинче те çивĕч çĕклерĕ. Вăл тирпей-илем кĕртес çĕрте ял старостисен пуçаруллăрах пулмалли, хăйсен ырă тĕслĕхĕпе халăха хавхалантарса пымалли пирки тепĕр хут асилтерчĕ. “Ытларах чух халĕ укçа кĕтсе лараççĕ пирĕн. “Тÿлевсĕр ĕçлеместпĕр”, теççĕ. “Укçасăрах ĕçлеме пулать, тирпей-илем туни хамăршăнах лайăх”, — палăртрĕ Алевтина Петровна.

— Экологи ыйтăвĕ —çивĕч те кăткăс ыйту. Унпа ĕçлессине 2 уйăх каялла çеç ман çине хучĕç. Халăхăн культура çук тесен те тĕрĕсех. Нумай çĕрте пулатпăр, ĕлĕкхи пек ĕç культури çук, чăнах та. Мĕнле çырма-çатра пур, унта тата уя ăпăр-тапăр пырса тăкнă. Уй-хирте, сăмахран, çĕр улми кăларнă вăхăтра çĕтĕк михĕсем, сеткăсем, ытти ăпăр-тапăр выртса юлать. Апат çинĕ хыççăн юлнă хутсемпе пластик кĕленчесене тата ыттисене пăрахса хăвараççĕ. Тепĕр çулне вара çĕре кăпкалатнă чух вĕсем культиватор лапписем çине çакланса тухаççĕ. Иртнĕ эрнере “Сельхозхими” пĕрлешĕвĕ хыçĕнчи автоçулпа газ уçлакансен дачи çумĕпе хăпартăм. Кунта мĕн кăна йăванса выртмасть пулĕ — çатраки, тĕрлĕрен ăпăр-тапăрĕ. Ăна таçтан илсе килсе пăрахман вĕт, çав дачăсенченех тухнă ку тасамарлăх. Çуркуннепе райадминистрацинче ĕçлекенсен пĕр ушкăнĕ кунта тĕрлĕ çÿп-çаппа ăпăр-тапăра машинăсем çине тиесе килти хытă каяшсене пăрахмалли полигона ăсатрĕ, çатракасене çунтартăмăр. Халĕ кунта каллех таса мар. Ку çав дачăри çынсен культура çуккине, вĕсем ыттисене хисеплеменнине çирĕплетмест-и-ха? Ăпăр-тапăр пăрахакана алăран ярса тытсан та, вăл намăс-симĕсе пĕлмесĕрех “Çынсем пăрахаççĕ, манăн ма пăрахас мар” тесе тÿрре тухма хăтланĕ. Кунта ĕçлемелли нумай, Красноармейски ял тăрăхĕн çак дача хуçисенчен çирĕпрех ыйтмалла.

Тăван ял, урам вăл чи малтанах унта пурăнакансен сăн-сăпачĕ. Халĕ районта экологи тата йывăç-тĕмсем лартмалли уйăхлăх пырать, çавăнпа та çак кунсенче вырăнсенче ял старостисен ытларах йывăç-тĕмсем лартса хăварма, йывăçсем илме ял тăрăхĕсене укçине куçарса панă, урамсемпе çырма-çатрасем, пĕвесем хĕррисенче тирпей-илем тума халăха явăçтарма çине тăмалла. Старостăсем кĕтÿ янă чух халăхпа куллен тĕл пулаççĕ, вĕсемпе канашлаççĕ, çак вăхăтра ăнлантару ĕçне ирттермелле те. Вĕсене халăхпа ĕçлеме суйланă вĕт.

Тата пĕве хĕррине канма каятпăр, пĕр хут усă курмалли кашăк-чашăка, стакансене тата ыттине çаплипех пăрахса хăваратпăр. Вĕсене пуçтарса çĕр айне туса хăварсан тепрехинче таса вырăна килме хамăрах лайăх вĕт. Темшĕн çакна асра та тытмастпăр, — палăртрĕ хăй сăмахĕнче экологи ыйтăвĕпе ĕçлекен В. Васильев. Вăл çавăн пекех Трак енре илемлĕ вырăнсем сахал марррине, вĕсенчен хăшĕ-пĕрне, сăмахран, Чĕмпĕр кÿллине уйрăммăн сыхламалли район пĕлтерĕшлĕ территори тесе йышăнма май пуррине, кун валли Йÿçкасси ял çыннисен пуху ирттерсе района ятарлă çырупа тухмалли пирки каларĕ.

Çут çанталăка сыхлассине юлашки çулсенче темшĕн манăçа хăварма пуçларăмăр. Çакă вырăнсенче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, старостăсем халăхпа пухăнса канашламаннипе, ĕçе хăй юххипе янипе, яка отчетсем çырма хăнăхнипе тата тирпей-илем ыйтăвĕпе ĕçлекен районти комисси вĕсенчен çирĕп ыйтманнипе çыхăннă мар-и?

— Юлашки вăхăтра мĕн чухлĕ йывăç лартасси, çырма-çатрасенче çатан картасем тытасси пирки аса та илместпĕр, çавăнпа çырмисем те вăй илсе аталансах пыраççĕ. Хăй вăхăтĕнче эпир пĕр “Гигант” хуçалăхрах çырмасенче мĕн чухлĕ çатан карта тытнă, вĕсене курăк акса çеремлентернĕ. Çавăнпа та малашне çĕр эрозийĕпе кĕрешессине тепĕр хут йĕркелештерсе ямаллах. Чылай çĕрте фермăсен территорийĕсенче вăрман пек çум курăк ашкăрса ларать, тислĕк уя тухмасть. Çум курăк ăшне путнă тата тислĕк айне пулнă фермăсем пирки хаçатра çырмаллах.

Садсем пирки калас пулсан, унччен хуçалăхсен пулнă садсем халĕ ял тăрăхĕсем çине куçнă. Ялсенче пухăннă ăпăр-тапăра, централизациленĕ майпа тиесе тухса, килти хытă каяшсене тăкмалли полигона ăсатассине йĕркелештерсе ямаллах районта. Йĕркеллĕ пурăнас, хамăр сăна лайăх енчен кăтартас тесен, ялсенче тирпей-илем тăвассипе çине тăрса ĕçлемелле, ку — хăйне хисеплекен кашни çыннăн таса тивĕçĕ, — тесе палăртрĕ ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Юрий Петров.

“Çавра сĕтел” хушшинчи тĕл пулу ыйтусене хуравланипе вĕçленчĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ Красноармейски ял тăрăхне пырса тивнĕ май, Юрий Данилович çав ыйтусене ун пуçлăхне В. К. Шестакова пама сĕнчĕ.

— Ял хушшинчи çырма-çатрасене çÿллĕ йывăçсем лартас пулсан, кун пирки малтан ял тăрăхĕн администрацийĕпе килĕшÿ тумалла. Унсăрăн, çав йывăçсем çитĕнсе çитсен, вĕсене касма ирĕк çук, теççĕ. Кун пирки хаçат урлă ăнлантарса çырсан аванччĕ, — ыйтать Янкасри обществăлла корреспондент Николай Ершов.

— Çапла, йывăç лартма ял тăрăхĕн администрацийĕпе калаçса килĕшмелле. Кашни ял тăрăхĕн генеральнăй план пур. Çав йывăçсем генплана пурнăçлама чăрмантармаççĕ-и? Тата йывăç лартнă çын ÿссе çитнĕ йывăçа хăй тĕллĕн касма та пултараймасть хальхи саккунпа, — тесе пĕлтерчĕ Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Шестаков.

Тепĕр 4 ыйтăвĕ те Янкасри Николай Ершовăнах. Вĕсене те Владимир Константиновичах хуравларĕ.

“Ял хушшинчи çырма-çатрасене килти хуçалăхри кирлĕ мар ăпăр-тапăрпа тултарса лартни çав тери лайăх маррине пурте ăнланасшăн мар. Хăш-пĕрисене куçран каласан, вĕсем “Лартса паччăр пире валли те ятарлă ещĕксем, вара унта тăкма пуçлатпăр”, — теççĕ. Пĕлес килет: асăннă ещĕксене камсен лартмалла тата вăл мĕн хака кайса ларать? Тен, килĕрен пухма тивет çав укçана?”

— Васнарсене эпир çÿп-çап хумалли 5 контейнер лартса патăмăр. Янкассем валли ун пекки 4 илсе хунă. Вĕсене автомашина чипер кĕрсе тухма пултаракан, тĕрĕсрех каласан, асфальт сарнă урамсене çеç вырнаçтарма пултаратпăр. Килти хытă каяшсене унта хунăшăн кашни çынран уйăхра миçе тенкĕ илмелли тарифа район администрацийĕн экономика пайĕ туса хатĕрленĕ, вăл райхаçатра пичетленнĕ, — тесе пĕлтерчĕ Владимир Константинович.

“Янкас ялне Кивĕ Йĕкĕт енчен пырса кĕнĕ çĕрте чакаланса тухма май çук пылчăк çăрăлать. Кунта хитре дамбăллă çул тутарасси пирки кашни пухурах ыйту çĕклеççĕ ку урамри çынсем. Кăçал кăштах вырăнтан хускалчĕ-ха ку ĕç. Ял старости тăрăшнипе ял тăрăхĕн хуçисем темиçе прицеп тăмлă çĕрпе вак бетон катăкĕсем тиесе пырса тăкрĕç. Хитререх чулĕсемпе халăх нимелле тротуар пекки ăсталарĕ. Ун çине хăйăр сарсан питĕ лайăхчĕ те — ĕçе вĕçне çитерĕç-ши? Мĕншĕн иккĕленетпĕр-ха: пырса тăкнă тăпрана сарса тикĕслеме бульдозер кирлĕ. Ку укçапа çыхăннă. Çула май тупăннă техникăпа ĕçе пахалăхлă тăваймастăн. Унсăр пуçне çак урамран улăха кайнă çĕрти кукăрта та миçе çул ĕнтĕ йĕркеллĕ çул тăваймаççĕ. Тĕпрен илсен, ку çулпа йăлтах “Бахча” пĕрлешÿ тракторĕсем уйран продукци турттараççĕ. Апла пулсан, вĕсен те тăрăшмалла кун пирки”.

— Ку çула тулли мар яваплă “Анат Чулхула Газпром трансгаз” пĕрлешÿ филиалĕ — Заволжски ЛПУМГ пулăшу кÿнипе кăшт йĕркене кĕртрĕмĕр. Ыттине тума укçа кирлĕ. 2009—2010 çулсенче ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн, ку урама асфальт сармалла. Унччен кунта урăх нимĕн те тăваяс çук.

Тепĕр çулне юсама вара “Бахча” пĕрлешÿн пулăшмалла, вак кирпĕч тата ыттине турттарма-тиеме транспорт тата экскаватор уйăрса та пулин. Çак ĕçе тума ял старостин çынсене явăçтарсан та юрать, — терĕ Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Шестаков.

“Çĕньял Упипе Хĕлеç ялĕсенче Аслă Чуллăри Василий Григорьев тăрăшнипе чылай гектар çинче паха садсем ĕрчерĕç. Халĕ, çак ăстаçă пирĕн енче ĕçлеме пăрахнăран, садсем хуçасăр юлчĕç. Унта кам мĕнле пĕлнĕ çавăн пек хуçаланать: улми-çырлипе усă курни çеç мар, улмуççисене хуçа-хуçа антарнă, тавралла тытнă карта-хурана пăсса киле сĕтĕреççĕ. Малашне асăннă сад шăпи мĕнле пулĕ-ши?”

— Ку сада Çĕньял Упи ялĕнчи пĕр çын арендăна илес тесе килчĕ. Эпĕ ăна чикĕ туса виçтерме сĕнтĕм. Ун хыççăн вăл Мускава ĕçлеме тухса кайнă терĕç. Унтан таврăнсан унпа тепĕр хут тĕл пулса калаçса пăхатпăр, — шантарчĕ В. Шестаков пуçлăх.

“Темиçе çул каялла Чаканарпа Янкасри ГРПран каякан газ пăрăхĕсен икĕ енĕпе, каллех В. П. Григорьев пуçарнипе, вăрман тăрăхĕ лартса хăвартăмăр. Халĕ сылтăм енчи йывăçсем самаях çÿлленсе кайрĕç, вĕсем çинчи тĕрлĕ çырласем куçа илĕртеççĕ. Сулахай енчине вара Хĕлеç ялĕнчи ĕне кĕтĕвĕ малтанах ÿсме памарĕ, хуçса-çисе пĕтерчĕ. Вĕсем аран-аран тепĕр хут хунавланаççĕ. Çакăн пирки мерăсем йышăнма хаçат урлах ыйтас килет”.

— Кунта Хĕлеç ял старостин халăхпа калаçса çак ыйтăва татса памалла, — пулчĕ В. Шестаковăн хуравĕ.

Çут çанталăка сыхлас ĕç пĕр ял хуçалăх пайĕнчен кăна килмест, çакăнта правăна сыхлакан органсен, санэпидемиологи центрĕн, ытти организацисемпе учрежденисен, предприятисен, пĕр сăмахпа каласан, кашни çыннăн хăйĕн сумлă тÿпине хывмалла, çавăн чух çеç эпир ăна сиенлессинчен хăтăлма пултаратпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика