АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт-йĕре страхлама ан манăр

30 сентября 2008 г.

 

“Пĕлнĕ пулсан...”, — хаш-ш! сывларĕ Матвей мучи. Çулсерен капăрлатса пынă çурта пушарăн хаяр алли пур енчен те ытамласа илнĕ ĕнтĕ, тин çеç кăшкăртса çитнĕ пушар машини нимĕнпе те пулăшаймарĕ. “Хĕрлĕ автан” тыткăнĕнчи тăван кил-çурт çине Матвей мучи шывланнă куçĕсемпе темĕнччен пăхса тăчĕ: “итлемерĕм хамăн хĕрĕме, вăл мана хамăн кил-çурта кĕтмен инкек-синкекрен страхлама сĕннĕччĕ, сиксе тухмаллаччĕ вĕт çакăн пекки...” Ваттисем калашле, вутăн алли те, ури те вăрăм çав. Кăвар кĕске вăхăтрах алхаснăçемĕн алхасса пычĕ, темиçе сехет хушшинче çуртран кĕл купи çеç тăрса юлчĕ.

Çуртра темиçе çул пурăнатăр-и е тин çеç çĕннине туса лартса унта пурăнма куçрăр-и — пĕр япалана манмалла мар, лăпкăрах пурăнма пулăшаканни вăл — кил-çурта вăхăтра страхлани. Çакна пурте лайăх ăнланаççĕ, çапах та страхлама васкамаççĕ. Ăнланмалла ĕнтĕ, хăшĕ-пĕри ялта, чăнах та, укçа-тенкĕ енчен хĕсĕкрех пурăнать. Анчах çурт-йĕре страхлама хывакан укçа кайран пин хут таврăнма пултарассине туйсах каймасть.

Росгосстрах компани, яланхи пекех, сире хăйĕн хÿттине сĕнет, нумай çул хушши вăл пурăнмалли çурт-йĕре страхлас енĕпе малтисен шутĕнче пырать. Вăл халăхăн çурт-йĕрне страхламалли килĕшÿсене РОСГОССТРАХ КИЛ страховани программин йĕркисене тĕпе хурса тăвать. Ку вăл тĕрлĕ çурта страховани хÿтлĕхĕ паракан программа шутланать — хаклах марринчен пуçласа пуянрах çуртсем валли. Анлă программăна ятарлă виçĕ страховани продукчĕ кĕрет. РОСГОССТРАХ КИЛ “Классикăпа” вăтам хаклă çуртсене, РОСГОССТРАХ КИЛ “Классика” экономпа” — йÿннисене, РОСГОССТРАХ КИЛ “Престижпа” хаклăрах чаплă çуртсене страхлама пулать — кашниех харпăр хăйĕн кăмăлне каякан килĕшĕве йĕркелеме пултарать.

Паян РОСГОССТРАХ КИЛ программăпа кĕтмен инкексенчен, çут çанталăкăн усал пулăмĕсенчен, çынсем сиен кÿнинчен хÿтĕленме май пур. Килти пурлăха та — сĕтел-пукана, йăлари техникăна, тумтире тата ыттине те страхлама пулать.

Çурт-йĕрсене страхлакансене паянхи кун пушар ытларах шиклентерет. Вут-кăвар чăннипех те пурлăха шеллемесĕр пĕтерет. Ăнсăртран çуртсăр тăрса юлма тиврĕ пулсан, ăçта кайса кĕмелле? Инкек-синкек сиксе тухсан, çурт-йĕре страхланă компанипе çыхăнмалла. Ун пек чухне вăхăтра тÿленĕ саплаштару укçи самаях пулăшать.

Сирĕн алăра çак полис пур-тăк, килĕшÿре кăтартнă тапхăр пĕтсен, ăна малалла тăссан аванрах. Хăйĕн яланхи клиенчĕсене Росгосстрах компани çăмăллăхсем туса парать. РОСГОССТРАХ КИЛ вара укçа-тенкĕне кăна мар, вăхăта та перекетлет. Çулран-çул йывăр лару-тăрăва лекнĕ çĕр-çĕр çемьене пулăшать вăл.

Хуйхă-суйхă кÿрекен çут çанталăк пулăмĕсене пĕтерме çук. Вĕсенчен сыхланма пулать. Инкек тÿссессĕн мулсăр çĕнĕ çурт çавăрма питех те хĕн. Пурăнмалли çурт кашни çыншăн чи хаклă пурлăх шутланать. Чунри пĕтĕм вăя хурса нумай çул хушши пуçтарнă пурлăха вара пĕртте çухатас килмест. Росгосстрах страхлакан компани кÿрекен пулăшу пысăк пĕлтерĕшлине чылайăшĕ пурăна киле çеç ăнланма ĕлкĕреççĕ. Кил-çурта вăхăтра страхласа ĕлкĕрейменшĕн никамăн та ÿкĕнмелле ан пултăрччĕ.

Килĕшÿсене районсемпе хуласенче вырнаçнă Росгосстрахăн страхлакан уйрăмĕсенче тăваççĕ. Страхлакан агента киле чĕнсе илме те пулать, вĕсем кашни страхланаканпа уйрăммăн ĕçлеççĕ — страхланакансен çурт-йĕр уйрăмлăхĕсене, пурлăхне хаклама, кашни кил хуçине килĕшÿллĕ майсем сĕнме пултараççĕ. Программа çинчен эсир Росгосстрахăн Красноармейски ялĕнчи уйрăмĕнче тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пултаратăр. Пирĕн адрес: Красноармейски ялĕ, Комсомольски тăкăрлăкĕ, 3-мĕш çурт.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика