АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак ачисем

30 сентября 2008 г.

 

Ялта пурăннă ватăсем çирĕплетнĕ тăрăх, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Пайсупин ялĕнчен 110 çын çапăçни паллă. Вĕсенчен 71-шĕ вăрçă хирĕсенче, аманнине пула госпитальсенче вилнĕ. Тăван кĕтесе вара 39 салтак кăна таврăннă.

Халь ялта сакăр вуннă урлă каçнă, иртнĕ вăрçа хутшăннă Николай Григорьевич Григорьев кăна пурăнать.

Вăрçă терчĕпе асапĕ салтак ачисене те килсе пăркăчларĕ. Татуллă миçе çемьене ашшĕсĕр, хăрах çунат айне хăварчĕ-ши вăл? Хамăн “Салтак ачисем” ярăмра çурма тăлăх çитĕннĕ, чылай-чылай нуша курнă çынсем çинчен каласа парас килчĕ.

1. Татьян аппа калаçрĕ кăмăлпа

Ку урампа пĕрехмай утатăп эпĕ. Колхоз урамĕ вăл. Çакăнта манăн кил-çуртăм, ачалăх сăпки вырнаçнă. Тен, çавăнпах та пуль асăннă урам маншăн çывăх.

Пирĕн кил-çуртран тăвалла, пĕр кил урлă Татьян аппа пурăнать. Ялти пек каласан, Татьяна Афанасьевна Афанасьева пулать вăл. Çамрăках мар халь. 1924 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче çуралнă Татьян аппа. Хăй каланă тăрăх, çемьере ачасем йышлă пулнă. Вунă ача çуратнă амăшĕ. Виççĕшĕ çамрăклах вилнĕ.

— Чи асли эпĕ ĕнтĕ. Ман хыççăн — Петĕр, Çемен, Ананий, Кирилл, Ульки тата Нюра. Пурăнаканнисенчен Нюрăпа иксĕмĕр кăна тăрса юлтăмăр, — тет Татьян аппа. — Нюрăн виçĕ ывăл та виçĕ хĕр ÿснĕ. Мускавра пурăнать çемйипех.

Ватлăх ватлăхах пуль. Татьян аппа та пĕлтĕрпе кăçал чылай хавшарĕ. Вăй-халĕ те чакрĕ пуль. Ытти çулсенче анкартинчен татăлмастчĕ вăл. Çĕр улмине те лартнă, курăкне те çулса кĕртнĕ. Халь çулленех Шупашкарта пурăнакан хĕрĕсем — Ритăпа Галя — килсе пулăшаççĕ. Иккĕшĕ те çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Ывăлĕсем те, хĕрĕсем те пур.

Кил-çуртра кăштах кăштăр-татсассăн урамалла тухать Татьян аппа. Кил умĕнчи сак çине час-часах вырнаçать. Çакăнта çырмари йăмралăх енчен юхса килекен сиплĕ сывлăшпа сывлать. Тата иртен-çÿренсемпе те курнăçма, калаçма пулать.

— Хам ватăлтăм пулин те, юратнă аттене манаймастăп халĕ те. Куç умĕнче çÿренĕ пекех, манпа вашават сăмахланă пекех туйăнать, — шĕшкĕ туйи çине таяннă хĕрарăм ашшĕне аса илчĕ. — Вăрçăран таврăнаймарĕ çав.

Т. Афанасьеван ашшĕ 1893 çулта çуралнă. Афанасий Семенович Семенов ялти тăрăшуллă хресчен пулнă. Татьян аппа каланă тăрăх, вĕсен ашшĕне, аллă урлă каçнă пулин те, 1942 çулта салтака илнĕ. Çавăн пекех ялти Акăнисен ашшĕн, 1901 çулта çуралнă Илья Никифоровăн та салтак ячĕ тухнă.

Татьян аппа ашшĕ ăçти хула патĕнче вилнине пĕлмест. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 50 çул çитнине халалласа кăларнă “Астăвăм” кĕнекере А. Семенов сурансене пула 1943 çулхи августăн 13-мĕшĕнче вилни паллă. Ăна Чулхула масарĕ çине пытарнă.

— Аттене вăрçа кайма салтак ячĕ тухнă çул эпĕ вун саккăрти хĕр-упраç пулнă. Хамăр районти Вутлан ялĕнче тракторист профессине вĕрентĕм. Паллах, ку арçын ĕçĕ тесе турткаланман, атте хушнинчен иртмен. Пирĕн ял ун чухне (Турхан Упи ятлăччĕ) “Красноармеец” хуçалăха пĕрлешнĕччĕ. Малти Тракра (халь Красноармейски) машинăпа трактор станцийĕ (МТС) вырнаçнăччĕ. Пирĕн бригада Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчи çĕрсене сухаланă. Шупуç, Тăхăр така (Дубовка) енче те çĕрĕ-çĕрĕпе ĕçленĕ эпир. Тепĕр чухне ыйхи çинчен те маннă пуль, — сăмахсене сыпăнтарчĕ Т. Афанасьева, — ХТЗ, КД тата ДТ-54 маркăллă тракторсене çÿретнĕ эпĕ.

Татьян аппа халĕ те пĕрле вăй хунă трактор бригадисен бригадирĕсене — Тăхăр такари Николай Иванова, Кĕркурие, Шупуçĕнчи Иван Тихонова ăш пиллĕн аса илет. Çав йышрах Вăрманкас Алманчри Василий Егоровпа Нимĕчкассинчи Афанасий Мокеева та манмасть.

— Хăвăрпа пĕр çулхисем Пайсупин ялĕнче урăх пур-ши? — ыйтуллăн пăхрăм Татьян аппана хура куçĕсенчен. — Камсем-ши?

— Çырма урлă килте пурăнакан Йăван Марйи пурччĕ. Халь вилнĕ-ха вăл. Манпа кÿршĕллĕ Чĕкеç Марйи те пĕр çулхисемех. Хĕветĕр Уваров, салтакра пулнăччĕ, халь çĕре кĕнĕ ĕнтĕ, — хăйĕн калас шухăшне уçрĕ ватă. — Хамăр урамран темиçе арçын та таврăнаймарĕ-çке вăрçăран.

Чăнах та, Колхозная урамри килсенчен Улюшкăн ашшĕ — Никита, Ультюттин мăшăрĕ — Якку, Хветлен упăшки Михал таврăнаймарĕç. Питĕ шел…

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика