АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватă çынсен уявĕ

30 сентября 2008 г.

 

Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ умĕн пирĕн корреспондент Ю. Борисов районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçипе Л. КИСЕЛЕВПА тĕл пулса калаçнă. Аяларах çав калаçăва пичетлетпĕр.

— Леонид Аркадьевич, Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ çывхарса çитрĕ.

— Çапла. Çулталăкра пĕрре килекен çак уява кăçалхипе 17-мĕш хут уявлатпăр. Ăна паллă тăвасси Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн Тĕп Ассамблейин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Юлашки çулсенче пирĕн тăрăхра çак куна палăртасси йăлана çирĕп кĕчĕ. Асăннă кун районти предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем ĕçтешĕсемпе тĕл пулма, калаçма, çавра сĕтел тавра ларса вĕри чей ĕçме пухăнаççĕ. Чылай çĕрте вĕсене парнесемпе чыслаççĕ. Хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем вĕçленмен пирки çак уява каярахри вăхăта куçараççĕ. Ватă çынсен кунне йĕркелесе ирттерме ветерансен канашĕсем те хăйсен тÿпине хываççĕ. Сентябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 1-мĕшĕччен Ырă ĕçсен çулталăкĕн шучĕпе тăван республикăра Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне халалласа ырă кăмăллăх вунă кунлăхĕ иртет.

— Паянхи куна район территорийĕнче миçе пенсионер пурăнать?

— Халĕ Трак тăрăхĕнче пĕтĕмпе 4955 ветеран пурăнать, вĕсенчен 4027-шĕ ватлăх çулĕпе тивĕçлĕ канăва тухнисем, 769-шĕ вара халĕ те ĕçлеççĕ. Кунсăр пуçне Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем 70-ĕн, вĕсенчен 23-шĕ — вăрçă инваличĕсем, тăлăх 27 салтак арăмĕ ватлăх кунĕсене ирттерет тата вăрçăран таврăнсан вилнĕ салтаксен арăмĕсем 374-ăн, 1084 тыл ĕçченĕ.

Паян 1432 ĕç ветеранĕ çăмăллăхсемпе усă курать, вĕсем коммуналлă çăмăллăх-семпе усă курнăшăн çур хак кăна тÿлеççĕ. Унсăр пуçне вĕсене уйăхсерен (ĕç ветеранĕсене — 335, тыл ĕçченĕсене 610 тенкĕ) укçа параççĕ.

Паянччен районта пĕччен пурăнакан 270 ватă, вĕсенчен 120-шне “Халăха социаллă пулăшу паракан Красноармейскинчи центр” республикăри патшалăх учрежденийĕпе ки-лĕшÿ туса уйрăм çынсем пăхса пурăнаççĕ. Ватă çынсен кунĕ умĕн районти 39 пенсионер РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕ урлă пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшу илме пултарчĕ.

— Халĕ районта ваттисен икĕ çурчĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштармăр-ши?

— Паянхи куна Карайри ватăсен çуртĕнче — 13, Чатукассинчинче 30 ватă канлĕх тупнă. Вĕсенче пурăнма, канма мĕн пур условисем пур. Ватăсен çурчĕсенче пурăнакансем хăйсемех пахча çимĕç туса илеççĕ. Çавна май карайсен 0,36, чатукассисен 0,46 гектар çĕр пур. Кунсăр пуçне чатукассисем пĕр гектар çĕр çинче выльăх-чĕрлĕх валли утă туса илеççĕ. Паян Карайринче сыснапа пăру, Чатукассинчинче пăру, сыснасемпе чăхсем тытаççĕ.

Эпир çулленех социаллă ĕçченсен конкурсне йĕркелетпĕр. Юлашки 5 çулта пирĕннисем республика шайĕнчи тупăшура та мала тухма пултарчĕç. Çакă вăл — социаллă ĕçченĕн ăсталăхне ÿстермелли чи лайăх мел.

— Леонид Аркадьевич, ватăсене малашлăхра мĕнле çĕнĕ çăмăллăхсем кĕтеççĕ?

— Çĕнĕ çултан ĕç ветеранĕсене коммуналлă çăмăллăхсене — электричествăпа çут çанталăк газĕшĕн, ытти еншĕн 50 процент çеç тÿлессине укçа çине куçарса параççĕ. Çавăн пекех автобуссемпе çÿренĕ чухне халĕ усă куракан çăмăллăхлă билетсем вырăнне те укçан тÿлеççĕ.

Нумай ачаллă çемьесене те çĕнĕлĕх кĕтет. Кăçалхи майăн 13-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Д. Медведев “Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ” ордена çирĕплетесси çинчен” ятлă Указа алă пусрĕ. Асăннă орденпа официаллă мăшăрланура тăракан, тăватă е унтан та ытларах ача çуратса ÿстернĕ (усрава илнĕ), сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан, Раççей территорийĕнчи ашшĕ-амăшне параççĕ. Ку Указ тулли мар çемьесене те — ачасене ашшĕ е амăшĕ воспитани парса ÿстерекенсене — пырса тивет. Иккĕмĕш чи кирлĕ услови — çемьери тăваттăмĕш ачан виçĕ çул тултармалла. Хăш-пĕр тĕслĕхсене шута илмесен, кашни ачан сывă та тĕреклĕ пулмалла. Ку чухне Тăван çĕр-шыва хÿтĕленĕ, çар, служба е гражданла тивĕçе пурнăçланă чухне вилнĕ е хыпарсăр çухалнă, аманнă, контузи илнĕ е ĕçре ÿт-пĕве хытă суранлатнă, професси чирĕ хыççăн вилнине шута илеççĕ.

Тата тепĕр услови — усрава илнĕ ачасене 5 çул хушши тивĕçлĕ воспитани парса аван пăхса ÿстерни. Орденпа пĕрле çемьере ашшĕне е амăшне 50 пин тенкĕ чухлĕ хавхалантару укçи параççĕ.

ЧР Президенчĕ Н. Федоров иртнĕ çулхи апрель уйăхĕнче “ЧР ветеранĕ” ята парасси” ятлă Указа алă пуснăччĕ. Паянхи кунччен Трак тăрăхĕнчи 23 çын “ЧР ветеранĕ” ята тивĕçрĕ.

— Леонид Аркадьевич, калаçушăн тавтапуç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика