АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн пĕлнине йăтса çÿреместĕн

26 сентября 2008 г.

 

Те пурнăç, те хамăр малалла хăвăрт утса кайрăмăр, каялла çавăрăнса пăхатăп та, пурнăç та, хамăр та йăлтах урăхла пек курăнать. Ялсенче ÿсекен икшер хутлă пысăк верандăллă çуртсем пирки те, урам хушшинче йăваланса выртакан пластикăллă савăт-сапа пирки те мар-ха ман сăмахăм. Ламран лама куçса пыракан ăсталăх — акă, мĕн хумхантарать ман чуна.

Ăсталăх вăл — е пач çухалакан, е вăй илсе çĕнĕрен çунат саракан япала. “Унăн алли пит маçтăр”. “Маçтăр аллинче ĕç вылять”, — теççĕ.

Инçех каймăпăр. Карай ялĕнче ман çулхи Н. Михайлов пурччĕ. Вăл шкулта вĕреннĕ чухнех электромотор, электрошăнкăрав, груз çĕклемелли кран ăсталанăччĕ. И. Петров велосипед çине сасăллă сигнал лартнăччĕ. В. Луговниковăн хăй ăсталанă аэроçуна пурччĕ. Ф. Ефимов (Хĕветут пичей) хăйсен килĕ умне ачасене çавăрăнма карусель лартса панăччĕ. Унăн ывăлĕ — Н. Федотов лафетлă жатка урапипе мăлатукран çава туптамалли станок маçтăрланăччĕ. Г. Евдокимов пÿрт пĕренисене шал енчен турат майлă та, турата хирĕçле те чутлама кукăр авăрлă пуртăсем тунăччĕ. Иртен-çÿрен вĕсене тытса хаклатчĕ.

Пур-ши халь хамăр тăрăхри кашни ялта катка-пичке тăвакан, кăçатă йăвалакан, атă-пушмак юсакан, çĕвĕ çĕлекен, йĕке çавăракан пĕрер çын та пулин? Ĕлĕкрех пурччĕ.

— Ман ăтăр тирĕ тем чухлех. Такама тир тума памалла? — терĕ пĕр юлташ.

Ма хăйĕн вĕренес мар! Ĕç пылчăк мар, ал çумне çыпăçмасть.

Красноармейскинчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухне хальхи икĕ хутлă шкул çуртне эпир, шкул ачисемпе учительсем, купаланă. Кирпĕч хума вĕреннĕ. В. Степанов маçтăр кăмака тума явăçтарчĕ. Ку мана пурнăçра кайран питĕ кирлĕ пулчĕ.

Эпĕ çава аври, пуртă аври лартма чухлайман чылай арçынна пĕлетĕп. Кил хуçи арăмĕсем кĕпе йăлли тума, нуски çыхма, саплăк лартма пĕлмеç-çĕ. Намăс! хамăр пĕлместпĕр те, ача-пăча ăçтан вĕрентĕр?

Хăш-пĕр шкулсенче столяр мастерскойĕсем пур. Те вĕренекенсем сахалран, те ку ĕçе пĕлекен специалистсем çукран ачасен ăсталăхĕ курăнмасть. Вĕсем хупă.

Карай ялĕнчех виçĕ магазин. Вĕсем урлă вĕренекенсем тунă асăнмалăх япаласене (сувенирсене), йывăç кĕреçесене тата ытти те тавар илекенсем патне çитерме май пур. Аукцион туса та сутма пулать.

Вĕрентсен теме те вĕренен. Ан ÿркен кăна. Ахальтен каламан ваттисем: “Вăтанман юмăç пулнă, ÿркенмен ăста пулнă”, — тесе.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика