26 сентября 2008 г.
Вăрнар районĕнчи Услантр Енĕшре тăван-хурăнташĕ пур вĕсен. Камсен? Ефимовсен, паллах. Чылай вăхăт курнăçман-ха пĕр-пĕринпе Шырасовсем. Акă, пĕррехинче Шырасовсен пилĕк ывăлтан пĕри — Клим ятли Красноармейскине вĕçтерсе çитнĕ. Çула май, Шупашкара ларса кайиччен, Ефимовсем патне кĕрсе тухма шутланă. Вĕсем пурăнакан çурта шыраса тупнă-ха вăл. Анчах хваттерĕ тĕлне çакланайман… Пĕр подъездра каллĕ-маллĕ кумнă Шырасов.
— Çакăнта пурăнмаççĕ-ши Ефимовсем? — тăпах чарăннă Клим, хваттер алăкĕ умне пылчăк кĕресрен сарса хунă картунсене асăрхасан. — Çакăнтах…
Тĕрĕссипе Ефимовсен хваттерĕ пулнă-ха ку. Кил хуçи хĕрарăмĕ, тирпейлĕхпе тасалăха хăнăхнăскер, картун листисене хăй хурса тухнă иккен. Вĕсем çине “Ефимова” тесе хура кăранташпа паллă тунă. Ара, виçĕ хутлă çуртпа юнашарах аптека вырнаçнă-мĕн. Унăн хуçи Ефимова хушаматлă-мĕн. Çав картун листасене кил хуçи хĕрарăмĕ çавăнтан сĕтĕрнĕ.