АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коммуналлă мунчара

26 сентября 2008 г.

 

Яланхиллех вырсарни кун Красноармейскинчи коммуналлă мунчара арçынсен çăвăнмалла. Йĕрки çапларах ĕнтĕ. Ăна ыттисем пекех Ятласов та пăхăнать. Хальхинче те каç сĕмĕпе мунчаналла таплаттарчĕ пĕчĕкрех арçын. Пĕрле пурте пур: çăвăнса тасалмалли те,тăхăнмалли те. Шел, çумра хурăн милĕксем çукки кăмăла хуçать.

— Тархасшăн сире 40 тенкĕ… — пĕчĕкрех пит-куçлă хĕрарăма вуншарлăх хут укçасене тыттарчĕ Ятласов. — Çынсем йышлах мар?

— Тархасшăн, — йăл кулăпа йышăнчĕ ăна пĕчĕкрех хĕрарăм.

Мунчи вĕри, пăсĕ çителĕклĕ. Шывĕ те… çăвăнса тасал кăна. Анчах лапка çинче реххетленмесен...

— Çапăнса пăхасчĕ пĕреххут, — тĕреклĕ хул-çурăмлă арçын çăвăнакан сак патнерех йăпшăнчĕ Ятласов. — Çапăнса пăхасчĕ…

— Долг платежем красит! — хыттăн татса хучĕ ку. — Понял!

Вырăс пулчĕ иккен. Хальхинче хăй пекех имшертерех арçын патне çыпçăнчĕ Ятласов. Лешĕ анчахрах çапăнмалли пÿлĕмран тухнă. “Уф! Уф!” — тесе пăсланать.

— Деффицит. Халь пур япала та… Милĕк те çав шутра… Тата эпĕ сана палламастăп та, — ÿсĕрмен ÿслĕкне хырчĕ шакла пуçлăскер. — Через магазин толькко…

Мунчаран милĕк сиплĕхĕсĕрех тухрĕ Ятласов. Хăйне ятларĕ, ялтан милĕк илсе килме маннишĕн…

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика