АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куккине çапла авлантарнă

26 сентября 2008 г.

 

Пĕчĕк ача пулнă çав ун чух. Астумаллине астунă та пуль. Çавах та куккине — апайпа пĕр тăванĕн ывăлне авлантарнине манаймастăп-ха. Мана та, пĕчĕкскере, килте пăрахса хăварман, хĕр çураçма пĕрле илнĕ.

Кукки Ухванеç ятлăччĕ. Ялта пĕртен-пĕр ят Хура Ухванеç… Те çав териех, сăн-питрен хура тĕслĕ пулнăран-ши, Хура Ухванеç тетчĕç кашниех. Пирĕн апай апла каламастчĕ-ха. “Уй-уй! Çынсенчен намăс кăтартас мар шăллăма. Уй-уй! Ухванеçĕн авланмалла вĕт”, — тетчĕ.

Кукки вăтăр урлă каçнăччĕ, хĕрĕхелле çывхаратчĕ. Улах-вăйăсене тухса çÿренине астумастăп. Чун-чĕререн юратнă, куç хывнă хĕрĕ те пулман ялта.

— Ял хĕсĕр мар-çке. Атя, Пюçки Хĕлимунĕн Сухвине çураçатпăр. Ухванеç хирĕçлемĕ… — апайпа мăнакай пăшăлтатрĕç пĕррехинче. — Акка хирĕç пулмĕ.

Ухванеçĕн ашшĕ вăрçăран таврăнмарĕ. Эпĕ ăна Çемен мучей тесе чĕннĕ пулăттăм.

Пюçки те вăрçă хирĕнчех выртса юлчĕ. Сухви те ашшĕсĕр çитĕнчĕ. Амăшĕ, Акруç ятлăскер, вашават, ĕçчен хĕрарăмччĕ.

— Акруç тăхлачăм, каçарăр та, кĕçĕрех илсе кайăпăр хĕре, — кăштах хĕрнĕ хĕрарăма тепĕр черкке сĕнчĕ мăнакай. — Каччипе хĕрĕ çураçуллах пирĕн.

— Ухванеç, Сухви пек хĕр ялта пĕрре вĕт. Тата сан пек каччă та ялта пĕрре… — сĕтел хушшинче çумма-çуммăн ларакан çамрăксенчен куçĕсене илмерĕ апай. — Çураçрăмăр та илсех каятпăр.

Туй сасси те пулмарĕ ун чух. Те çураçма çеç кайнăран-ши? Каялла икĕ урапапа таврăнтăмăр. Кукки авланни, çĕнĕ çын кил-çуртра хуçаланни мана та пĕчĕкскере питĕ савăнтарчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика