26 сентября 2008 г.
Район территорийĕнче сентябрĕн 19—21-мĕшĕ-сенче йĕркелĕхе пăснине кăтартакан оперативлă сводкăран.
- Сентябрĕн 19-мĕшĕнче Красноармейскинчи Егоровăн “Автосервисĕнче” Егоровăн пĕр хуралçи тепĕр предприятин хуралçине хĕнесе тăкнă.
- Сентябрĕн 19-мĕшĕнче çул çитмен çамрăксен ушкăнĕ Яманакри пĕр çурта кĕнĕ.
- Сентябрĕн 20-мĕшĕнче каçхине Янкасра паллă мар çын тепĕр çыннăн гаражне çĕмĕрсе кĕнĕ, çăмăл автомашинăран 10 литр бензин, килкартинче ларакан автомашинăран 40 литр бензина юхтарса илнĕ. Вăрра тытнă.
- Сентябрĕн 21-мĕшĕнче Чатукасси çывăхĕнчи автоçул çинче А. водитель, çăмăл автомашинăна тытса пынă чух çул хĕрринче ларакан “Нивăна” пырса çапнă.