26 сентября 2008 г.
Сурăм вăрманне кайрăм. Эп ун çинчен çамрăкрах чухне:
“Ман тăван кĕтесри
Çут çанталăк тĕрри —
Сарлака, анлă Сурăм вăрманĕ!
Сан илемлĕ сăнна, Сан таса сывлăшна
Кам-ха тытмĕ асра? Кам-ха манĕ?
— тесе сăвă та çырнăччĕ.
Çут çанталăк тĕрри пек пĕртте курăнмарĕ халь мана Сурăм вăрманĕ. Тÿпене перĕнес пек ларакан çĕр çулхи юмансене касса пĕтернĕ. Арăш-пирĕш тăрăллă хăйпашка юмансем унта-кунта вĕтĕ йĕкелсем çаккаланă. Ĕлĕкрех лапка-лапка хурăн çырли ÿснĕ çĕрте сăра-эрех кĕленчисем, пакăç япаласем йăванса выртаççĕ. Çăра ÿснĕ шĕшкĕ тĕмисене хуçнă. Шултра шĕшкĕсене мăйăрĕшĕн ава-ава тухнă. Çавсене сире-сире пысăк уçă вырăна тухрăм. Хыт-хураллă курăка машинăсемпе таптаса çĕрпе тан тикĕсленĕ. Кăвайт вырăнĕсем, хура вут пуççисем, купи-купипе — шĕкĕлченĕ мăйăр курланки...
Йывăçсем хыçĕнче шурă шăвăç витнĕ çÿллĕ хĕрлĕ кирпĕч çурт курăнса кайрĕ. Каярах тунăскер. Ун чухне, эпир, тар кăларса, çакăнти хăш-пĕр обăектсене тунă вăхăтра вăл çукчĕ.
Пилĕк таран ÿснĕ курăк хушшипе малалла утрăм. Шăп. Вĕтлĕх хĕрринчи тăрри çеç курăнакан йывăç пĕчĕк пÿрт умĕнче чарăнса тăтăм. “Кам та пулин пур-ши?” — терĕм. Ман сасса илтсе, хупă картишĕнче йытă нăйкăшрĕ. Тухакан-тăвакан пулмарĕ.
Йăтăнса аннă кăмака мăрйиллĕ, çĕмрĕк чÿречеллĕ, алăксăр тепĕр çурт çумĕпе шултра блоксенчен хамăр тахçан тунă обăект патне пытăм. Кун йышшисем халь кунта темиçе те. Ахăртнех пысăк ĕмĕтпе тунă пулмалла. Алăкĕсем çинче çăрасем. Вĕсем патне пыракан асфальт витнĕ çула йывăçсем шăтара-шăтара ÿснĕ. Çын килсе çÿренин палли те çук.
Çÿп-çаппа тулнă пĕве вырăнĕ те, туса кĕмен çуртăн хĕрринчен сÿсе илнĕ тăрри те, электричество провочĕсĕр ларакан юпасем те çакăнта пурнăç чăнласах сÿнни çинчен калаççĕ.
— Эккей, тĕлĕнтермĕш! — ассăн сывласа тухрăм эп Сурăм вăрманĕнчи йĕплĕ карта ăшĕнчи хурт-хăмăр комплексĕнчен.
Киле салхуллă таврăнтăм. Васкасах хамăн ĕç кĕнекине уçса пăхрăм. “1982-мĕш çул. Хурт-хăмăр комплексне тунă çĕре ĕçе илнĕ. А. Скворцов”, — тесе çырнине сасăпах вуларăм.