АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă çемьере

26 сентября 2008 г.

 

Ку, паллах, ача-пăча валли çырнă юмаха аса илтерет. Анчах вăл чăн пулнă, пĕр 60 çул каялла. Кăна эпĕ атте-аннерен илтнĕ. Астăвакансем те пур ялта.

Кун каç еннелле сулăннă, хĕвел анса ларма хатĕрленнĕ. Кĕтÿçĕсем ял кĕтĕвне яла хăваласа кĕнĕ. Çынсем, кил хушши алăкĕсене уçса хурса, харпăр хăй выльăхне киле кĕртеççĕ. Ку куллен йĕркеллĕ пулса пыракан пулăм. Анчах та хальхинче ытти чухнехи пек тикĕс пулман.

— Ман путеке çухатса хăварнă! — янăраса кайнă пĕр хĕрарăм сасси. Хайхискер кĕтÿçĕсем патне уттарнă. Лешсем качака путекки мĕнле çухалса юлнине курман иккен. Шырама тухса кайнă, тупайман. Кашкăр тытса кайнă пуль, тенĕ. Вăл вăхăтра хутран-ситрен кашкăрсем тапăнни те пулкаланă. Майĕпен лăпланнă хуçисем: “Путек ĕне мар-ха, уншăнах ытла кулянас мар”, тенĕ.

Тепĕр темиçе кунран Усрав вăрманĕнче, çырма хĕрринче çынсем канма ларнă. Инçех мар тилĕсен йăви пулнă (халĕ те пур вăл. Унта пурăнакан тилĕсем ăна тасатса юсасах тăраççĕ — автор). Канма ларнă çынсем хăйсем курнине хăйсем ĕненмен: шăтăкран тилĕ çурисем тухаççĕ, вĕсем хушшинче качака путекки те пур. Çурасем йăлт-ялт! сиккелеççĕ, йăваланаççĕ, пĕрне-пĕри вылямалла çырткаласа илеççĕ, çав шутра качака путеккине те. Лешĕ вылянă хушăрах курăк çырткаласа илет. Çынсенчен тахăшĕ, чăтайман — ÿсĕрсе илнĕ. Хайхи çурасем, çиçĕм çиçсе илнĕ пек, мĕлтлетсе илнĕ те шăтăка тарса пытаннă.

Вăхăчĕ майĕпен иртсех пынă. Хăш-пĕр чух çынсем çакăн пеккине куркаланă: тилĕ çурисемпе качака путекки хăйсен вăййине вылянă, тилĕ, амăшĕ ĕнтĕ, вĕсене сăнаса пăхса выртнă. Çынна е йытта сиссенех, самантрах куçран çухалнă.

Зоологсем кăна çакăн пек ăнлантарма пултарĕччĕç: тилĕ çурисем амăшĕ сунарта çÿренĕ вăхăтра качака путеккипе паллашнă. Пĕчĕкскерсем, пĕр-пĕринчен хăрама пĕлмен, тÿрех выляма пуçланă. Çапла вара путеке тилĕ шăрши çапнă. Амăшĕ сунартан таврăнсан, путеке çурасенчен шăршăпа уйăрса илеймен, хăй ачи вырăнне йышăннă. Вара юмахри пек туслă çемье пулса тăнă.

Чылай вăхăт иртсен, çынсем ушкăнпа кайса, путеке тытнă-тытнах. Унран тилĕ шăрши кĕнĕ май, амăшĕ ăна йышăнман, тĕкнĕ, вăл хытă макăрнă. Путек пурăннă вите патне каçсерен тилĕ пырса çÿреме пуçланă, ăна куракансем пулнă. Пĕррехинче тилĕ мулкач хурса хăварнă, тепрехинче — тырккас. Вăл качака путекки тилĕ çури маррине ниепле те ăнланма пултарайман.

Качака путекки ÿссе çитнĕ, качака пулнă, сĕт панă. Хăй “тилĕ çури” пулнине манса кайнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика