26 сентября 2008 г.
Хăть кирек хăш ял та ĕçчен çынпа пуян. Пирĕн Пайсупинра та вăл е ку пултарулăхпа палăракан çынсем пур. Сăмахăм кунта тăван тăрăха татах та татах сăн-сăпат кĕртессипе çыхăннă. Манăн çут çанталăк илемне чун-чĕре патне илсе çулленех йывăç-тĕм лартса хăваракансем пирки çырса кăтартас килчĕ. Çак туртăм, паллах, чылай килсенче ĕлĕкренех вăй илнĕ, халĕ ăна çав килсенче пурăнакан ачи-пăчи, тус-тăванĕ аталантарса пырать.
Эпĕ ача чухне ялта улмуççисем лартса чĕртнĕ çынсем пÿрнесем çине хурса шутламалăх çеçчĕ. Акă вĕсем: Яшшукпа Унтри, Савилч, Çимун, Макар мучисен килĕсем. Ватăсен сачĕсенче пилĕк-ултă улмуççирен ытла ÿсмен. Макар мучин (Макар Григорьевăн) çурчĕпе юнашар пĕр улмуççи çеç саркаланса ларнă.
Мучисен улмуççийĕсем тутлă та кĕрпеклĕ пан улмисемпе савăнтарнă. Тупăш кÿнĕ. Мĕншĕн-ха капланчĕç ку сăмахсем?
Ун чухне ялта 100 киле яхăнччĕ. Килĕренех ача-пăча йышлă пулнă. Пирĕнпе кÿршĕллĕ Петĕр мучейĕн виçĕ ывăлччĕ. Пирĕн пекех анкартинче пĕр улмуççи те лартманччĕ. Тен, çĕр хаклă тесех пуль, сад лартса чĕртесси пирки шутламан та.
— Атя, Юркка, Яшшук мучи патне каятпăр. Манăн виçĕ çăмарта пур. Апай сисиччен йăваран йăкăртрăм, — куç хĕсетчĕ пĕрехмай Петĕр мучейĕн кĕçĕн ывăлĕ Гриша. — Эсĕ те йăкăрт…
Йăкăртаттăм вара. Тепĕр чухне чăххи какаласа йăвана хăпарнине те сăнаттăм. Яшшук мучее мĕн кирлĕ — çăмарта. Пире мĕн кирлĕ — пан улми. Вăт çавăн пек улталакаласа пан улмиллĕ пулаттăмăр.
Утмăлмĕш çулсенче ялта улмуççисем лартса чĕртекенсем йышланчĕç. Çав йыша Сильвестр Терентьев, Никифор Платонов (ялта Миххи тетчĕç), Александр Трофимов, Ананий Фролов, Николай Фадеев, Леонтий Фролов, Николай Скворцов, Петр Петров, Моисей Данилов, Иван Фомин, Иван Васильев тата ыттисем хушăнчĕç. Çапла вара садсен хисепĕ ÿсрĕ. Çав çулсенче пирĕн те, Гришăсен те сад тени пурччĕ.
Сильвестр Терентьевич килĕнче çав тери пысăк сад лартса ÿстерчĕ. Яла, колхозниксен вăйĕпе, садлă турĕ. Унăн кил умĕнче, урамра утасранах йăмрасем хумханса ларатчĕç. Сад ăстинчен ырă тĕслĕх илсех пуль пирĕн урамра пурăнакан Йăван, Саньккă, Ананий, Левентей, Микулай, Самуил, Валерьян, Алексей пичейсем çырма-çатрана йăмрасем лартса тултарчĕç. Çулленех, вăрманпа сад уйăхлăхĕсенче алăран кĕреçе ямастчĕç. Халĕ те вĕсем лартса чĕртнĕ йăмрасем, вăрман евĕр каш! кашлаççĕ. Пирĕн хушăра çук сăваплă çыннăмăрсене аса илтереççĕ.
Ашшĕсен ĕçне ывăлĕсем малалла тăсни куç умĕнчех. Акă, эпĕ пурăнакан Колхозная урамах илер-ха. Пĕр тăван Левентипе Ананий Фроловсен ывăлĕсем — Володьăпа Ваня, Сильвестр Терентьевăн ывăлĕсем — Тольăпа Юркка, Александр Трофимовăн — Владик, Никифор Платоновăн — Геннадий, Моисей Даниловăн —Яшша, Иван Фоминăн — Гришăпа Толя, Петр Тимофеевăн ывăлĕ Виталий ял-йышра чăн-чăн сад ăстисемех.
Микулай мучин (Николай Яковлев), Кольă пичейĕн (Николай Иванов) ывăлĕсем те сад-пахчи ĕрчетессипе пуçаруллă.
Тăхăрвуннăмĕш çулсенче яла хăйĕн пурнăçне çар хĕсмечĕпе çыхăнтарнă пултаруллă çын — Микулай мучин вăталăх ывăлĕ Петр Яковлев таврăнчĕ. Çемйипех. Çурт туянчĕ, ялта тĕпленчĕ.
Ял старости пулнă май, урамсемпе çырма-çатра илемĕшĕн, тасалăхĕшĕн çунакан çын вăл Петр Николаевич. Çак сăн-сăпата чăн малтанах хăйĕнчен тытăнчĕ. Улма-çырлапа пуян сад чĕртрĕ. Ялпа урамсен уявĕсене ял-йышпа пĕрле пухăнса йĕркелессине йăлана кĕртрĕ.
— Юркка, атя-ха манăн килпе юнашар, пушă выртакан çĕр лаптăкăнче парк тăвар. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçă хирĕнче пуç хунисене асăнса пултăр вăл,— терĕ пĕррехинче Петр Николаевич. — Утмăл çын ытла таврăнман вĕт.
Хисеплĕ çыннăмăр питĕ вырăнлă шухăш пуçарчĕ. Пĕр-икĕ çул каялла ĕнтĕ кар тăрсах çав вырăна 300 ытла хурăнпа çăка лартса хăвартăмăр. Паха чĕрĕлчĕç. Шел, ялти тăрлавсăр çынсем, йывăçсене юратманскерсем, харпăр хăй выльăх-чĕрлĕхне: ĕни-пăрушне, качакине ирĕке ярса паха симĕсленнĕ йывăçсене йăлтах таптаса çĕмĕрттерсе пĕтерчĕç.
Халĕ те урамсенче хуçасăр выльăх-чĕрлĕх çÿрет. Сурăххи те, качаки те паха чĕрĕлнĕ йăмра-çăкасене, ытти йывăç-тĕмсене кăшлать, çыртса татать, хăртать.
Пирĕн атте — Леонид Ефимов 12 çул каялла çĕре кĕчĕ. Çичĕ çул салтакра пулчĕ, финн,Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçисенче çапăçрĕ. Ăна сума сусах пуль, вăл вилнĕренпе 5 çул çитсен, яла кĕнĕ çĕрте хурăнсем лартса аллея чĕртрĕм. Малтанлăха 50 йывăç лартрăмăр. Ку ĕçре ачасем пулăшрĕç.
Паха чĕрĕлчĕç хунавсем. Шел, хурăнсемпе çăкасене ял кĕтĕвĕн сурăххисемпе çырма-çатра таврашĕнче хуçасăр, ирĕклĕн çÿрекен ĕнесемпе вăкăрсем, пăрусем çыртса — татса тухрĕç. Аран-аран тенĕ пек малтанхи çул лартнисенчен çуррине яхăн вăй илчĕç-ха. Тепĕр çулне те хăрнисем вырăнне тепĕр 25 хурăн хушрăм.
Халь вăрманпа сад уйăхлăхĕ пырать. Харпăр хăй ĕмĕрĕнче йывăç лартса ÿстересси, унăн йышне çуллен хушса пырасси пуриншĕн те сăваплă ĕç. Анчах та эсĕ лартнине, çав йывăç-тĕме çуран темиçе çухрăм хулпуççи çине хурса, шăпăр-шăпăр тар юхтарса çĕклесе килнине хакламан, пÿтсĕр çынсене нихăçан та каçару пулман.